Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Нарспири» хăрушă сюжетсем пурнăçра та тӗлпулкалаççӗ-ха.

Хуняшшӗне пуртăпа çапса вӗлернӗ чăваш хӗрарăмне ултă çула хупнă

Пӗлтӗрхи октябрь уйăхӗнче Пăва районӗнчи Альших ялӗнчи 44 çулхи хӗрарăм хуняшшӗ килӗнче пулнă. Вăл ватă арçынна унăн ывăлӗ усалланни пирки ӳпкелешнӗ. Лешӗ имӗш арăмне тăтăшах хӗненӗ, аван мар сăмахсемпе каласа кӳрентернӗ. Хуняшшӗ ывăлӗ командировкăран таврăнсан унпа калаçма шантарнă.

Çакăн хыççăн вăл кинне куçне эмел тумлама ыйтнă. Лешӗ эмел илме каять те... пуртă йăтса таврăнать. Вăл хуняшшӗне пуçӗнчен пуртăпа çапать, леш çавăнтах вилсе каять.

Хӗрарăм пирки «Пӗлсе тăрса çынна вӗлерни» пирки уголовнăй ӗç пуçарнă. 2018 çулти август уйăхӗнче çак хӗрарăм тӗлӗшӗпе суд тин çуралнă ачине вӗлернӗшӗн виçӗ çул условно приговор йышăннă пулнă ӗнтӗ. Халӗ ак тепӗр суд пулнă. Хӗрарăм хăйӗн айăпне йăлтах йышăннă. Суд ăна ултă çула пӗрлехи режимлă колоние ăсатнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев