Наталья Клементьева – «Хӗрарăм – анне» номинаци çӗнтерӳçи!
Иртнӗ вырсарникун Хусанта йăлана кӗнӗ «Женщина года. Мужчина года: женский взгляд» республика конкурсне пӗтӗмлетрӗç. Çак конкурсра çӗнтерекенсене кашни çулах Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн чыслаççӗ, кăçал та çаплах пулчӗ. Республика ăмăртăвӗнче палăрнисене ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Марат Ахметов, Тутарстан Республикин вице-премьерӗ Лейла Фазлеева саламларӗç.
Конкурс 10 тӗрлӗ номинаципе — «Хӗрарăм — анне, «Хӗрарăм — культура тата ăс-хакăл», «Хӗрарăм — ăсчах», «Манăн шăпа — манăн професси», «Хӗрарăм — лидер», «Хӗрарăм — бизнес-леди», «Виççӗмӗш ӳсӗмри героиня», «Хӗрарăм — çулталăк тӗслӗхӗ», «Арçын — лидер» тата «Арçын — пархатарлă чӗре» — иртнӗ.
Асăннă конкурса республикăра пурăнакан чăвашсем те кашни çулах хутшăнаççӗ. Акă кăçал та унта Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнчи Культура çурчӗн директорӗ, районти таврапӗлӳçӗсен пӗрлӗхӗн ертӳçи, ултă ача амăшӗ Наталья Клементьева хутшăнчӗ. Вăл «Хӗрарăм — анне» номинацире çӗнтерчӗ. Саламлатпăр ентешӗмӗре!
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев