Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Наталия Клементьева «Татар сузе» V халăхсен хушшинчи телекурав конкурсӗнче «Тăван чӗлхе» номинацире çӗнтерчӗ

Ӗнер, сентябрӗн 25-мӗшӗнче, Хусанта «Татар сузе» V халăхсен хушшинчи телекурав конкурсне пӗтӗмлетрӗç. Конкурса ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстанра пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассин комиссийӗ тӗрев панипе «Татарстан – Новый век» телерадиокомпани йӗркелет. Çӗнтерӳçӗсен шутӗнче чăваш та пур. Вăл – Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкра пурăнакан ултă ача амăшӗ Наталия Клементьева.

Асăннă телепроекта кăçал республикăн кашни районӗнчен, Пушкăртстанран, Чăваш Енрен, Марий Элран, Киров, Свердловск, Тюмень облаçӗсенчен, Казахстанран, Беларуçрен, Турцирен пӗтӗмпе 4500 заявка килнӗ. Чи çамрăк конкурсант – 2, чи асли 100 çулта.

Юбилейлă телеконкурса хутшăнакансен шучӗ те, приз фончӗ те ӳснӗ. Çӗнтерӳçӗсене укçан преми пама 2 миллион тенкӗ уйăрнă хальхинче.

Телеконкурса халăх кăмăлланипе, унăн географи анлăшӗ сарăлнипех-тӗр йӗркелӳçӗсем ятне кăшт урăхлатнă. Кăçал вăл «Тутар сăмахӗ – чикӗсӗр» ятпа иртрӗ. Тӗпре – илемлӗ сăмах, урăхла каласан, литература, искусство. Вăл 7 çула çитичченхисен, 8-13 çултисен, 14-17 çултисен, 18 тата аслăрах çултисен хушшинче иртет. Конкурса çаплах профессионалсем те, творчествăлла çемьесем те хутшăнаççӗ.

Çак 4500 завкăран 38-шӗ финала тухнă.

Конкурс, тӗпрен илсен, тутар сăмахне халалланă пулсан унта ытти халăхсем те хутшăнма пултараççӗ, чун тӗпӗнчине вӗсем хăйсен чӗлхипе калаççӗ. Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри нумай ачаллă Наталия Николаевна Клементьева ку телеконкурса иккӗмӗш çул хутшăнать. Мӗншӗн тесен ултă ача амăшӗ сăмах ăсти те, поэт, çыравçă. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ тата ялти Культура çурчӗн директорӗ те. Наталия Николаевна Клементьева пӗлтӗр те хутшăннăччӗ ку конкурса, ун чух хăй çырнă сăввине вуланăччӗ. Хальхинче – прозăна суйланă. Илемлӗ сăмахӗ ун – аннелӗх, ача-пăча çинчен пулчӗ. Палăртса хăварар, прозăн та, конкурса хутшăннă ӗçӗн сценарийӗн те авторӗ Наталия хăйех.

Нумай ача амăшӗ Гала-концертра сцена çине П.Хусанкайăн сăпка юррине чăвашла юрласа тухса куракана хӗрарăм-аннен чи пысăк телейӗн – аннелӗхӗн – илемӗпе тивлетне кăтартрӗ. Кайран вара чунран тухакан сăмахӗсем Тăван çӗршывăн интересӗсене ятарлă çар операцийӗнче хӳтӗлеме хăйсен ирӗкӗпе кайнă икӗ ывăлӗ Евгенийпе Дима çинчен пулчӗç. Хăйне 6 ача амăшӗ пулма пилленӗшӗн Турра тав тунă май ывăлӗсене вăрçăран сывă та тӗрӗс-тӗкел киле тавăрма тархасларӗ. Хăйӗн кăна мар, мӗнпур салтак амăшӗн ятӗнчен пулчӗ унăн сăмахӗ. Гала-концертра сцена çине пӗрле кӗçӗн ачисем, хӗрӗпе ывăлӗ Марийăпа Давид тата чăваш кун-çулӗн символӗпе – тӗрӗллӗ алшăллипе – Алешкин Саплăк клубӗнчи «Çăлкуç» ансамбль (ертӳçи Наталья Николаевна) тухни чăваш хӗрарăмӗн, нумай ача тата салтак амăшӗн философине тата тарăнлатрӗç.

 Наталия Николаевна Клементьева ку телеконкурсра чăвашсенчен финала пӗр хăй кăна тухнă. Номерӗ çав тери чуна пырса тивнипе жюри комиссийӗ ăна «Тăван чӗлхе» номинацийӗн çӗнтерӳçи пулма палăртнă. Çапла майпа Наталья Клементьевăна çӗнтерӳçӗ Дипломӗпе пӗрлех 50 пин тенкӗ премие те пачӗç. Клементьевсен çемье пухмачӗнчи тепӗр пысăк çитӗнӳ ку. Вӗсем тӗрлӗ шайри конкурса хастар хутшăнаççӗ. Хисеплӗ Наталия Николаевна Клементьевăна çӗнтерӳпе редакци тата хамăр вулакансен ятӗнчен чунтан саламлатпăр!

Хусанта «Татар сузе» V халăхсен хушшинчи телекурав конкурсӗн çӗнтерӳçисен тулли списокӗпе shayantv.ru сайтра паллашмалла.

 

Автор тата Н.Клементьеван харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: телеконкурс