«Науруз Гузеле» илем конкурсне чăваш хӗрӗ хутшăнать
Мартăн 22-мӗшӗнче Хусанта тӗрӗк халăхӗсен «Науруз» республика уявӗ иртет. Мероприяти хула ипподромӗн территорийӗнче (Альберт Камалеев урамӗ, 27/1 çурт) 11:00-15:00 сехетре пулать. Кун пек мероприятисем «Çемье хаклăхӗсемпе культура инфраструктури» федераци проекчӗн «Çемье» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтереççӗ.
Уявра интерактивлă площадкăсем, нумай нациллӗ концерт программи, халăх промыслисемпе ремеслисен изделийӗсен курав-ярмăркки, халăхсен йăлана кӗнӗ вăййисемпе йăпанăвӗсем, «Науруз Гузеле» тата «Науруз Паттăрӗ» конкурссем иртеççӗ. Хăнасем тӗрӗк халăхӗсен рецепчӗпе хатӗрленӗ плова та тутанса пăхма май пулать.
«Науруз Гузеле» илем конкурсăн çурма финалӗ паян, мартăн 20-мӗшӗнче Хусанти «Полимер» Культура çуртӗнче иртет. Унта тӗрлӗ халăх хӗрӗсем хăйсен пултарулăхне тата халăх костюмне кăтартӗç, çав шутра чăвашсем те пур. Пирӗн халăх культурипе Акилина (Лика Кашкарова) паллаштарӗ.
Ăнăçу сунатпăр чăваш хӗрне!
Л.Кашкарован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев