Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗне-выльăх, чăх-чӗп тытакансене субсиди параççӗ, заявкăсене июлӗн 2-10 – мӗшӗсенче йышăнаççӗ

Килти хуçалăхра выльăх, чăх-чӗп, хур-кăвакал тытакансене тăкакăн пайне саплаштармашкăн ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви граждансене субсиди парса пулăшать.

Тына тата пӗрре пăруланă çамрăк ӗне туянмашкăн пӗр пуçшăн – 80 пин;

Ăратлă тына тата пӗрре пăруланă ăратлă çамрăк ӗне туянмашкăн пӗр пуçшăн – 90 пин;

Аш валли вăкăр пăру туянма пӗр пуçшăн 35 пин тенкӗ параççӗ.

Кăркка, хур чӗппи туянма пӗр пуçшăн – 200;

Кăвакал чӗппи туянма пӗр пуçшăн – 120;

Бройлер чӗппи туянма пӗр пуçшăн 100 тенкӗшер параççӗ. Чăх-чӗп, хур-кăвакал чӗпписем 30 кунран аслăрах пулмалла мар.

Документсене «Мои субсидии» электронлă система урлă памалла.

Тӗплӗнрех 8(843) 221-76-88 (8801) телефонпа (Галимзянова Рамиля Рифовна) ыйтса пӗлмелле.

Мӗнле документсем кирлине https://agro.tatarstan.ru/podderzhka-lph-na-priobretenie-tovarnogo-i.htm тата https://agro.tatarstan.ru/podderzhka-lph-na-priobretenie-molodnyaka-ptitsi.htm ссылкăсемпе кӗрсе пăхмалла.

Çакнашкал пулăшу парса патшалăх «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» наци проекчӗн шайӗнче лартнă задачăсене пурнăçлать. Кун пек программăсене хастар хутшăнни хамăр продукцин конкурентлăхне ӳстерет, Тутарстанăн ял хуçалăхне аталантарма пулăшать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство