«Нечкэбил» конкурс финалӗнче – чăваш çемйи. Максимовсемшӗн сасăлатпăр!
Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче пурăнакан Татьяна Владимировна Максимова – «Нечкэбил» конкурс финалӗнче! Сасăласа çӗнтерме пулăшар маттур чăваш хӗрарăмне!
Тутарстан Республикинче çулсерен иртекен «Нечкэбил» амăшлăх илемӗпе çемье конкурсӗн кăçалхи финалӗччен шутлă кунсем юлчӗç. Çитес эрнекун, ноябрӗн 22-мӗшӗнче, Хусанти В.Ленин ячӗллӗ Культурăпа кану комплексӗнче (Копылов урамӗ, 2А çурт) конкурса пӗтӗмлетӗç. Финала тухнă 12 хӗрарăмран чи пултаруллине суйласа илӗç.
Конкурс финалӗнче кăçал пултаруллă та маттур чăваш хӗрарăмӗ пур – Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Татьяна Максимова. Айтăр-ха, хисеплӗ вулаканăмăрсем, ентешӗмӗре хамăр сасса парса хавхалантарар. Татьянăшăн çак каçăпа куçса https://vk.com/photo-38301179_457270523 ноябрӗн 20-мӗшӗнчи 12.00 сехетчен сасăламалла. Сассăрсене ан шеллӗр, туссем!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев