Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Хусанта Владимир Иванова юлашки çула ăсатрӗç

Республикăри уголовнăй розыск начальникӗнче нумай çул ӗçленӗ, пенсие тухсан ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн çумӗ, ТР Общество палатин пайташӗ пулса тăрăшнă Владимир Викторович Ивановпа Хусанта ӗнер сывпуллашрӗç.

Вăл нумай вăхăт хушши ют çӗршывра сипленнине пула виллине тăван енне хăвăрт илсе килеймен. 
Полицейскисен культура çуртӗнче сывпуллашнă хыççăн Хусанти чиркӳсенчен пӗринче Тутарстан Владыки Кирил кӗлӗ ирттернӗ. Владимир Иванова Пестрецын масарӗнче пытарнă. 
«Хисеп Орденӗ», «Тăван çӗршыв умӗнчи тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн» тата ытти наградăсене тивӗçнӗ çынна пытарма нумай çын килнӗччӗ, çав шутра чăвашсем те. Анчах та Владимир Ивановăн тăван çӗрӗнчен Нурлатран çынсем сахалрахчӗ. Сăлтавӗ – юлташӗпе сывпуллашма килес текенсемшӗн районта автобус тупăнман. Çакăн çинчен калакан сигнал редакцине паян çитрӗ.  
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев