Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗнер Хусанти «Ак Барс Аренăра» пирӗн «Рубин» Чӗмпӗрти «Волгăпа» вăй виçрӗ

Пӗрремӗш лигăна анса ларнă командăн вăййине курма çын та çӳремест пулӗ тенӗччӗ, йăнăшрăмăр. Хусансем «Рубина» çавăн пекех юратаççӗ. Фанатсен трибуни те йышлă, ахаль куракансем те сахал марăн килнӗ.

Стадионри сивӗпе кӗрешме йӗркелекенсем ăшăну вырăнӗсем хатӗрленӗ, унта чейпе, вӗри апатпа сăйлаççӗ. Секторсене кӗрес умӗн фотозонăсем, тӗрлӗрен вылямалли хатӗрсем туса лартнă. 
Матчри тăхтав вăхăтӗнче Карадениз автографсем парса болельщиксемпе сăн ӳкерӗнчӗ. Çын нумай пулнăран унта патне те пыма çукчӗ. «Рубиншăн» вунă çул выляса 52 гол кӗртнӗ футболист хăйӗн çитӗнӗвӗсемпе Тутарстанра легендăна çаврăнчӗ. Вăл Хусанта мечӗт туса хăварни те хăйне пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм. Турцирен килнӗ студентсем те стадионра нумайăнччӗ. 
Пӗрремӗш тайм пуçламăшӗнчех (3-мӗш минутра) гол кӗртнӗ «Рубин» тапăнура вăйсăртарах пулчӗ-тӗк, хӳтӗлевре шанчăклă вылярӗ. «Волга» шута танлаштарма питӗ тăрăшрӗ, иккӗмӗш таймра вăйă инициативи пӗтӗмпех ун енчеччӗ. Контратакăсене шанакан «Рубин» та урăх кӗртеймерӗ, «Волгăна» та ăнмарӗ. Сăмах май, унта виçӗ чăваш каччи выляни пирки пӗлме пирӗн болельщиксен ушкăнне уйрăмах кăмăллă пулчӗ. Вӗсем пурте ТР ЧНКА Канашӗн Председательне Д.А.Самаренкина билетсем илсе панăшăн чунтан тав тăваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев