Николай Казаков – дипломант
Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче çуралса ӳснӗ, халӗ Ульяновск хулинче пурăнакан çыравçă, тава тивӗçлӗ вăрманçă Николай Казаков регионсен хушшинчи «Дорогие люди» кӗмӗл пултарулăх фестивалӗн дипломанчӗ пулса тăнă.
Липецк хулинче нумай пулмасть иртнӗ фестивале хутшăнакансем Раççейӗн ултă регионӗнчен тата Беларуçран пуçтарăннă. Ульяновск облаçӗнчен унта Марина Казакова ертсе пыракан «Модное бюро 55+» пултарулăх коллективӗ хутшăннă. Йышри хастарсем хăйсен видеороликӗсене конкурса тăратнă, финала тухса фестивале хутшăннă.
Фестиваль хыççăн Ульяновскра пирӗн ентеше Николай Казакова «Дорогие люди» фестивалӗн информациллӗ материалсен конкурсӗн çӗнтерӳçин дипломӗпе наградăланă. Вăл аслă çулти çын – РФ тава тивӗçлӗ вăрманçи, нумай çул хушши Ульяновск облаçӗн Вăрмана хӳтӗлекен центрне ертсе пынă Вениамин Титов пирки чи лайăх материал çырнă. Чи лайăх ӗçсене Культура пуçарăвӗсен Президент фончӗн тӗревӗпе кăларакан «Время дорогих людей» сборнике кӗртнӗ.
Н.Казаков архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев