Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Николай Стенпанцева ТР ЧНКА Хисеп хутне парса чысларӗç

Декабрӗн 8-мӗшӗнче Хусанти Халăхсен Туслăхӗн Çуртӗнче П.П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш наципе культура центрӗ 30 çул тултарнине халалласа уяв концерчӗ иртрӗ. Хусансене саламласа Шупашкартан Петр Ермолаев, Андрей Шадриков, чăваш халăх артистки Елена Иовлева, Иван Христофоров килсе çитрӗç.

Концерт пуçланиччен малтан Хусанти ЧНКЦ ертӳçи Константин Малышев кӗскен Тутарстанăн шӗкӗр хулинче чăваш юхăмӗ мӗнле аталанса кайни çинчен каласа пачӗ.

«Тӗрлӗ вăхăтра чăваш центрне Николай Степанцев, Владимир Прохоров, Константин Елисеев, Сильвия Чаркина, Николай Абруков, Сергей Степченко, Валерий Казаков ертсе пычӗç, вӗсем нумай ырă ӗç пуçарса вӗсене пурнăçа кӗртрӗç», – терӗ Константин Малышев. Вăл çак культура центрне йӗркелекенсенчен пӗрне, унăн пӗрремӗш председательне Николай Степанцева ТР Чăваш наципе культура автономийӗн Хисеп хутне тата асăнмалăх парне парса чысларӗ. Николай Степанович аслисене манманшăн, сума сунăшăн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. 

Концерт вăхăтӗнче кăмăл тăвакансем «Сувар» хаçат çырăнчӗç. Вӗсен хушшинче редакци Çӗнӗ çулхи парнесем вылянтарчӗ. Хаçат редакторӗ Ирина Трифонова чăвашла вулав кирлӗлӗхӗ пирки пухăннисене тӗплӗн ăнлантарса пачӗ.

Уяв концерчӗ вӗçленсен те халăх саланма васкамарӗ. Çынсем эстрада артисчӗсемпе сăн ӳкерӗнчӗç. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев