Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

НИКОЛАЙ СОРОКИНА – И.Я.ЯКОВЛЕВ ПРЕМИЙӖ

13 кӗнеке авторне çак кунсенче Шупашкарта чысларӗç.

Шупашкарта çак кунсенче литература ӗçченӗсем – Тутарстанпа Чăваш Ен çыравçисем, поэчӗсем, обществăлла ӗçченсем ларăва пуçтарăнчӗç. Ларăва ЧОКЦăн сумлă пуçлăхӗ, академик, чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши уçрӗ.

– Эпир паян Николай Сорокина чыслама пуçтарăнтăмăр. Вăл Пӗтӗм чăвашсен И.Я.Яковлев ячӗллӗ наци премине тивӗçрӗ. Николай Михайлович – талантлă çыравçă, 13 кӗнеке авторӗ, сăнавлă публицист, Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçата никӗслекенсенчен пӗри, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн ертӳçи. Унăн «Вечная Волга», «Аттеçӗм Атăл» романӗ – чăваш халăхӗн тава тивӗçлӗ эпосӗ. Тăван литературăра вăл чи çӳллӗ шая йышăнчӗ. Трилоги Атăл тăрăхӗнче пурăнакан чăваш, тутар, вырăс, ытти халăхсен çӗр çулти историне питӗ тарăн, тӗрӗс çырса кăтартать. Автор Иван Яковлевичăн халалне тăрăшса пурнăçлать, – тесе  палăртрӗ Михаил Николаевич.
Тутарстан чăвашӗсенчен И.Я.Яковлев ячӗллӗ премин пӗрремӗш лауреатне халăх академикӗ, республикăри Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗн ертӳçи Александр Семенов тата Василий Садур çыравçă саламларӗç. Унтан лауреат хăй сăмах илчӗ.
– И.Я.Яковлев ячӗллӗ наци премине тивӗçни – пысăк чыс, асра юлмалли самант. Иван Яковлевич – манăн ентеш. Эпир иксӗмӗр те Теччӗ районӗнче çуралнă. Иван Яковлевич –Кăнна Кушкинче, эпӗ – Аслă Ăнăра. Иксӗмӗр те Атăл тăрăхӗн тухăçлă çӗрӗ çинче пурăннă. Ентешӗм Кӗтне çырми хӗрринче выляса ӳснӗ, эпӗ Кучасси çыранӗнче. Çак ача куççулӗ пек таса юханшывсем иккӗш те аслă Атăла юхса кӗреççӗ. Пӗр ӗмӗр иртсен пирӗн кун-çулсем пӗрлешрӗç. Пӗтӗм халăха çутта кăларакан аттемӗрӗн асамлă куçӗ манăн сăпайлă ӗç  çине – «Вечная Волга» тата «Аттеçӗм Атăл» роман-трилоги çине ӳкнӗ. Çак пулăм мана икӗ пысăк юрату парнелет, яваплă сăмах тыттарать. Роман манăн ентешсен йывăр, çав хушăрах ăмсанмалли шăпи çинчен. Кӗнекере юптарни, шухăшласа кăларни çук. Ялпа хула ӗçченӗсем йывăрлăхсене еплерех çӗнтерни, вăрçă инкекне сирсе яни çинчен пӗр йăнăшмасăр каласа кăтартнă. Иван Яковлев пире хамăр историе чыслама, авалхи йăла-йӗркесене тытса пыма, тăван чӗлхене, литературăна аталантарма, чăваш культурине пуянлатма халалланă. Çавăнпа эпӗ малашне те чăваш халăхне юратса ӗçлеме сăмах паратăп, – терӗ Н.Сорокин.

Николай МИХАЙЛОВ. (А.Семенов сăнӳкерчӗкӗнче Юхма Мишши Н.М.Сорокина чысланă самант).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Комментарии

  • аватар Без имени

    0

    0

    "...Кӗтне çырми хӗрринче"- Кам- "выляса ӳснӗ"-?

    Теги: общество