Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Никрут юрри» çӗнӗрен янăрӗ

Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗ ТР Раисӗ паракан грант конкурсӗнче çӗнсе илнӗ укçапа салтак юррисен фестивальне ирттерет. Суйлав турӗсем март-апрель уйăхӗсенче тăватă районта иртмелле: Пăва, Çӗпрел, Аксу, Нурлат. Финал Гала-концерчӗ Хусанти Туслăх Çуртӗнче май уйăхӗнче пулӗ.

Тутарстан Республикинчи Чăваш наципе культура автономийӗ пӗлтӗр ТР Раисӗн Граждан обществине аталантарма парăнакан грант конкурсӗнче çӗнтернӗ. Пирӗн автономи конкурса республикăри чăвашсен «Никрут юрри» конкурс-фестиваль проектне тăратса 678 ытла пин тенкӗ илме тивӗçнӗ.

Салтака юрласа ăсатасси – çитӗнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ӗçре пысăк вырăн йышăнать, вăл халăх пултарулăхӗн пӗр пайӗ, чăвашсен пурнăçӗнче çирӗп вырăн йышăннă йăла. Шел пулин те, вăл пирӗн ялсенче майӗпен манăçа тухса пырать. Çакна чарас тесе тăрашаççӗ те ТР ЧНКА хастарӗсем.

Аса илтеретпӗр, 2015 çулта Хусанти П.Хусанкай ячӗллӗ Чăваш наципе культура центрӗ «Сувар» хаçат пулăшнипе çак фестиваль-конкурса Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 70 çул çитнине халалласа ирттернӗччӗ. Ун чух çак пысăк проекта йăлтах спонсор пулăшăвӗпе пурнăçланă.

Кăçалхи конкурс-фестивалӗн суйлав турӗсем март-апрель уйăхӗсенче тăватă районта иртмелле: Пăва, Çӗпрел, Аксу, Нурлат. Финал Гала-концерчӗ Хусанти Туслăх Çуртӗнче май уйăхӗнче пулӗ.  

Районсемпе хуласенчи чăваш фольклор ансамблӗсене, уйрăм юрлакансене çак фестивале хатӗрленсе хутшăнма йыхравлатпăр.

Çывăх вăхăтра «Никрут юрри» конкурс-фестивалӗн Положенине районсенчи культура уйрăмӗсене çитерӗпӗр.

 

А.Наумов сăнӳкерчӗкӗсенче: 2015 çулта иртнӗ конкурс-фестивалӗн саманчӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #2026 – Год Единства народов 2026 – Год воинской и трудовой доблести в Татарстане