Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни ялăн хăйӗн йăли

«Никрут юрри» фестиваль-конкурсăн черетлӗ суйлав турӗ Пăвара иртрӗ

«Никрут юрри» фестиваль-конкурсӑн суйлав турӗсене хутшӑнакансем виçӗ номинацире пултарулӑхне кӑтартаççӗ: «Салтака ӑсатнин йӑли», «Ушкӑнпа юрлани» тата «Пӗччен юрлани». Апрелӗн 4-мӗшӗнче Пӑвари Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче иртнӗ суйлав турне фольклор ансамблӗсем, вокал ушкӑнӗсем, уйрӑм юрлакансем хутшӑнчӗç – Пӑва, Теччӗ, Кайпӑç районӗсенчен пурӗ 80 ытла çын.
Жюрире – ТР Тава тивӗçлӗ юрисчӗ Леонид Глинкин, поэт тата драматург Анна Никонорова, Пӑва районӗнчи ЧНКА ертӳçи Владимир Ильин тата ТР ЧНКА Канашӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев.  
Чи йышлӑ фольклор ансамблӗ Пӳркелӗнчен пулчӗ. Унти «Хӑят чечекӗсем» ушкӑн хӑйсен салтак ăсатас йăлине залран юрласа кӗрсе кӑтартма пуçларӗ. Кашни ялӑн хӑйӗн йӑли, курма питӗ кӑсӑклӑ. Никрут каснӑ çӑкӑр чӗлли сӗтел çине хӑш енӗпе выртнинчен салтак шӑпи еплерех пулассине палӑртакансем те пур иккен чӑвашсен хушшинче.  Салтак юрри хурлӑхлӑ, ӑна купӑс сасси каламасӑр шӑрантаракансене те залра ларакансем шӑп-шӑпӑрт итлерӗç.
Куракансем хушӑран куççу­лӗсене шӑлкаланӑран ӑсату саманчӗсем савнине салтака ӑсатса курнӑ хӗрарӑмсен асӗнчен час тухманнине пӗлтерет-тӗр. Тен, камӑн-тӑр тӑванӗ хальхи вӑхӑтра юнлӑ вӑрçӑра аллине пӑшал тытса çӗршывӑмӑра хӳтӗлет пуль. Савӑнмалли сахал та, çак йӑла пирӗн пурнӑçа тӗплӗн кӗрсе выр­наçнӑ. Вӑл каччӑсене Тӑван çӗршыва юратма, тӑванӗсемпе юлташӗсене хисеплеме, паттӑр та хӑюллӑ пулма вӗрентет. Арçыннӑн салтак тивӗçне чыспа пурнӑçлама хистет.
Никрут юрри пире ӑсату саманчӗсенче чун капланса килнӗ вӑхӑтра хурлӑха çӗнтерме пулӑшать. 
«Салтака ӑсатас йӑла» номинацире 1-мӗш вырӑна – Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнчи «Хӑят чечекӗсем»  фольклор ансамблӗ, 2-мӗш вырӑна –Пăвари «Туслăх» халӑх фольклор ансамблӗ,  3-мӗшне Теччӗ районӗнчи Пухтелӗнчи «Илем» фольклор ушкӑнӗ тивӗçрӗç. 
Ушкӑнпа юрлассинче малти вырӑна Кайпӑç районӗнчи Кӳлпуç ялӗнчи «Палан» халӑх фольклор ансамблӗ тухрӗ. Жюри 2-мӗш вырӑна Пӑва районӗнчи Кипеккассинчи «Кипеккасси салтакӗсем» вокал ушкӑнне пачӗ, 3-мӗшне – Теччӗ районӗнчи «Туслӑх» халӑх фольклор ансамбльне. Пӑва райо­нӗнчи «Шемек каччисем» çак номинацире лауреат пулса тӑчӗç.  
Пӗччен юрлакансен хушшинче Теччӗ районӗнчи Таяпа ялӗнчи Сергей Ефимова çитекен пулмарӗ.  
Кӑçалхи фестиваль-конкурса ТР Раисӗн граждан обществине аталанма паракан гранчӗпе ирттерни, ӑна Тутарстанри Çарпа ӗç паттӑрлӑхӗн  çулталӑкне халаллани çак мероприятие уйрӑм сум кӳрет. Çӗнтерӳçӗсене саламлас умӗн Константин Малышев Пӑвари суйлав турне йӗркелеме пулӑшакансене тав турӗ, уйрӑмах Пӑва районӗнчи ЧНКА Канашне тата Халӑхсен Туслӑх Çурчӗн коллективне.  
Тепӗр тӗлпулу апрелӗн 17-­­мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче иртет. Вăл Кивӗ Çӗпрелӗнчи район Культура керменӗнче пулӗ, курма килекенсене тӳлевсӗр кӗртеççӗ. 
 
Меркурий КЛАВДИН.
Р.Хураськин сӑнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: никрут юрри