Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нивушлӗ ют çӗршыв ӗнисен сӗчӗ тутлăрах?

Мӗн çиет халăх, мӗн ӗçет – никама та интереслентермест.  Çавăнпа лавккара сутакан сӗт те сӗт мар, çу та тем хутăшӗ кăна.  

Тӗлӗнмелле çӗршывра пурăнатпăр эпир.  Раççее хăйӗн çыннисем кирлӗ мар.  Мӗн çиет халăх, мӗн ӗçет – никама та интереслентермест.  Çавăнпа лавккара сутакан сӗт те сӗт мар, çу та тем хутăшӗ кăна.  Тӗрӗссипе, кунта наци сывлăхӗ çинчен сăмах пырать-çке-ха. Эпӗ, тӗслӗхрен, яланах тӗлӗнетӗп, мӗншӗн-ха пирӗн лавккасенче таçтан кӳнӗ сӗтсем сутаççӗ. Нивушлӗ ютсен сӗчӗ тутлăрах? Эпир Америка çыннисем мар, натурпродукт мӗн иккенне лайăх пӗлетпӗр. Чăн-чăн сӗт вăл хăвăрт пăсăлакан продукт,  виççӗмӗш кун тӗлне йӳçӗхет. Хамрăн ӗнесем сӗт антармаççӗ-ши вара? Паллах, çук.  Халăх та вуçех ӗне усрама пăрахман-ха. Тульккăш кама кирлӗ халӗ паха сӗт? Рынока уншăн çул хупă. Ял çынни сӗте литрне 15 тенкӗрен хаклăрах сутаймасть. ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов та акă, Тутарстан сӗчӗ çӗршыва кирлӗ маррине  хурланса пӗлтернӗ çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра.

«Федераллă Правительствăран  çапла ыйтас килет манăн: çӗршыва 8 миллион тонна сӗт çитмест пулсан, апла мӗншӗн-ха Тутарстан сӗчӗ кирлӗ мар? Çӗршывăн алăкӗсем ютсем валли пурин валли те яр уçă. Кам мӗн кӳреет, пурте сӗтӗреççӗ. Енчен те  çӗршывăн рынокне тирпей кӗртсен, Тутарстанăн сӗчӗн те пӗр литрӗ 28-30 тенкӗ  тăмалла.  Ӗне усракансенчен литрне 25-27  тенкӗпе туянсан та выльăх ӗрчетекен субъектсемшӗн малалла та выльăх-чӗрлӗх усрама стимул пулӗччӗ. Çапах та эпӗ шанăçа çухатмастăп-ха,  Раççей рынокӗнчи лару-тăру  хăçан та пулсан лайăхланасса шанатăп», – тенӗ вăл.

 Темӗн, ял çынни лару-тăру улшăнасса кӗтсе илӗ-ши? Хальлӗхе  ялсенче ӗне усракансен шучӗ çулсерен чакнине кăна куратпăр-ха. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство