Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен камăн пенсийӗ ӳсет?

Ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пенси укçи ӳсет. Камсен?

Ӳснӗ тӳлеве Раççей çыннисен пилӗк категорийӗ тивӗçет:

× кăçалхи сентябрьте ӗçлеме пăрахнă пенсионерсем;

× октябрь уйăхӗнче 80 çул тултаракансем;

× Инçет Çурçӗрте 15 çултан кая мар ӗçленисем;

× шахтерсем;

× гражданла авиаци летчикӗсем.

Сентябрь уйăхӗнче официаллă майпа ӗçлеме пăрахнă пенсионерсен укçине çӗнӗлле шутласа парӗç. Ӳстернӗ страховой пенсие тивӗçлӗ канури çын ӗçне пăрахнă хыççăн иккӗмӗш уйăхран илме пуçлать.

80 çул тултарнисен страховой пенсийӗн çумне хушса паракан çирӗплетнӗ тӳлев 15134,66 тенкӗпе танлашать. Ăна илес тесен заявлени çырмалла мар – Социаллă фондра пенсионера тӳлеве çӗнӗлле шутласа пама пӗтӗм информаци пур.

Инçет Çурçӗрте 15 – 20 çул ӗçленисен пенсине тивӗçлӗ коэффициента кура ӳстереççӗ. Арçынсен пӗтӗмӗшле ӗç стажӗ 25 çултан кая мар, хӗрарăмсен 20-рен кая мар пулмалла.

Çавăн пекех гражданла авиаци самолечӗсемпе вӗçекен экипаж пайташӗ пулнисен тата кăмрăк промышленноçӗнче ӗçленисен пенси тӳлевӗ ӳсет. Вӗсем ăна сиенлӗ, хăрушă, хӗрӳ тата йывăр ӗç условийӗсенче тăрăшнăшăн тивӗçлӗ.

Ыттисен пенсийӗ вара 2024 çулхи январь уйăхӗнчен ӳсет. Тӳлеве 7,5 процента индексацилӗç. Çӗнӗрен шутланă хыççăн ватлăхпа парăнакан пенси укçин страховой пайӗ 1628 тенке ӳссе вăтам тӳлев 23405 тенке çитет, тесе пӗлтерет РФ Социаллă фончӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев