Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ноябрӗн 3-мӗшӗнче «Тутарстанăн культура тӗп хули» конкурса пӗтӗмлетеççӗ

Эрнекун, ноябрӗн 3-мӗшӗнче, «Казань Экспо» курав центрӗнче пысăк мероприяти пулать. Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне халалланă уявра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне хупаççӗ.

Кунта халăх уявӗсен тата ал ӗç ăстисен площадкисем ӗçлӗç. Республикăра пурăнакан халăхсен праçникӗсемпе – «Наурузпа», «Çăварнипе», «Каравонпа», «Çимӗкпе», «Уявпа», «Валда Шинясьпа», «Питраупа», «Гырон Быдтонпа» – интерактивлă куравра паллашма пулӗ. Ал ӗç ăстисем хăйсен ăсталăхӗпе мастер-классем ирттерсе паллаштарӗç. Халăх юррисене юрлакансене те итлеме пулӗ, анимациллӗ роликсем те кăтартӗç, ача-пăча фольклор коллективӗсем те хăйсен пултарулăхне кăтартӗç.

Кăмăл пуррисене çакăнтах иртекен «Этнографин пысăк диктантне» хутшăнма чӗнеççӗ. Вăл 11.00 сехетре пуçланать.

«Тутарстан Республикин тӗрленӗ картти» проектăн пӗтӗмлетӗвӗпе те паллаштараççӗ «Казань Экспора» – икӗ тӗрленӗ карттă тата 45 хăйнеевӗрлӗ алшăлли куракансене кăтартма хатӗр.

15.00 сехетре Наци культурисемпе йăлисен çулталăкне чаплăн хупас церемоние Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов та хутшăнать.

Çакăнтах «Тутарстанăн культура тӗп хули» конкурса та пӗтӗмлетеççӗ. Тинех ку ăмăртура хăш район çӗнтернине пӗлӗпӗр. Çӗнтерӳçӗ-района 3 миллион тенкӗлӗх сертификат параççӗ.  

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане