Ноябрьте ытларах канатпăр
Ноябрь уйăхӗнче Раççей çыннисене вăрăмрах канмалли кунсем кӗтеççӗ. Халăхсен пӗрлӗхӗн кунне уявланипе çыхăннă çакă. Кун пирки ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерстви аса илтерет.
Ноябрӗн 4-мӗшӗ шăматкуна лекнӗрен ăна тунтикуна, ноябрӗн 6-мӗшне, куçараççӗ. Çавна кура эрне вӗçӗнчи канмалли кунсем яланхинчен вăрăмрах пулаççӗ. Çӗнӗ ӗç эрни вара ытларикунран, ноябрӗн 7-мӗшӗнчен, пуçланать.
Праçник умӗнхи ӗç кунӗ ноябрӗн 3-мӗшӗнче 1 сехете кӗскелет.
Ноябрӗн 6-мӗшӗнче Тутарстанра пурăнакансем тепӗр уяв паллă тăваççӗ – Тутарстан Республикин Конституци кунӗ. Уншăн вара хушма канмалли кун парăнмасть. Республикăн законодательствипе килӗшӳллӗн, праçник канмалли е тепӗр уяв кунӗпе пӗр килсен тепӗр кун хушса памаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев