Ҫӗнтерекенсене чыслас церемони те онлайн иртӗ
Виҫӗ компетенци ӑмӑртӑвӗсем Тутарстанра пӗрремӗш хут иртеҫҫӗ
Декабррӗн 16-18-мӗшӗсенче Тутарстанра "Ҫамрӑк профессионалсем"
(WorldSkills Russia) чемпионатӑн 2020/2021 ҫулсен регионри 4-мӗш тапхӑрӗ иртет.
Ҫак вӑхӑтра чемпионата хутшӑнакансем 17 компетенципе ӑмӑртӗҫ, вӗсенчен 8 компетенцийӗ
«Ворлдскиллсӑн», 9 компетенцийӗ
«Ворлдскиллс Юниорсен».
3 компетенци ӑмӑртӑвӗсем Тутарстанра пӗрремӗш хут иртеҫҫӗ: «Цифровое земледелие»,
«Агрономия», «Сельскохозяйственные
биотехнологии».
Ӑмӑртусем Тутарстан Республикин професси паракан вӑтам пӗлӳ организацийӗсенче тата аслӑ вӗрентӳ заведенийӗсенче иртеҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хупас тата наградӑсем парас церемони декабрӗн 19-мӗшӗнче онлайн-режимра Профессионаллӑ компетенцисене аталантарас центрӑн официаллӑ сайтӗнче иртӗ.
Профессионаллӑ компетенцисен центрӗн пресс-службин сӑнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев