Нумай ачаллӑ 26 ҫемье хваттер илнӗ
2025 ҫулта Тутарстанра пурӑнакан 26 ҫемье, вӗсенче пилӗк ачаран кая мар ҫитӗнет, патшалӑхран 44 тӳлевсӗр хваттер илнӗ. Ҫакӑ «Ҫемье» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗрне тивӗҫтерет, ачаллӑ ҫемьесен пурӑнмалли условийӗсене лайӑхлатма пулӑшать.
Пурӑнма пӗтӗмпех хатӗр ҫӗнӗ хӑтлӑ ҫурт-йӗре нумай ачаллӑ ҫемьесене ТР Раисӗ ҫумӗнчи Патшалӑх фончӗн инвестицийӗсем шучӗпе тунӑ. Пур хваттер те пурӑнма хатӗр, унта сантехника, электричество е газ плитисемпе, пушар сигнализацийӗн датчикӗсем, шыв (газ), электроэнерги счетчикӗсем пур.
Аса илтеретпӗр, 2024 ҫулта Тутарстанри 28 нумай ачаллӑ ҫемьене 47 хваттер тӳлевсӗр панӑ.
2007 ҫултанпа Патшалӑх фончӗ пурӗ 650 нумай ачаллӑ ҫемьене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. Вӗсем пурӗ 905 хваттер илнӗ. 2026 ҫулта программа пулӑшнипе 22 ҫемье ҫӗнӗ вырӑна пурӑнма куҫать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев