Нумай ачаллисене – компенсаци
Компенсацие 18 çул тултарман (куçăн майпа вӗренекен ачасемшӗн 23 çула çитиччен) виçӗ е ытларах та ача ӳстерекен çемьесем илме пултараççӗ
Тутарстанра вăтам профессиллӗ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекен йышлă çемьесенче çитӗнекен ачасене тӳлевӗн пӗр пайне саплаштарма компенсаци пама пуçласшăн. ТР Министрсен Кабинечӗн çакăн пирки калакан проекчӗн постановленине Тутарстанри Коррупцие хирӗç кӗрешессине йӗркелесе пыракан комиссин сайтӗнче пичетленӗ. Унпа килӗшӳллӗн, компенсацие 2025 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пама пуçламалла.
Компенсацие 18 çул тултарман (куçăн майпа вӗренекен ачасемшӗн 23 çула çитиччен) виçӗ е ытларах та ача ӳстерекен çемьесем илме пултараççӗ. Тӳлесе вӗреннишӗн çапла майпа пӗтӗмӗшле суммăн 30 проценчӗ таран тавăрса парӗç. Çемьерен темиçе ача вӗренет пулсан – кашниншӗнех компенсаци тӳлеççӗ. Тӗп услови – ачасен Тутарстанри вăтам профессиллӗ пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренмелле.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев