Вӗренсе пӗтерсен планшетсем каялла шкула таврӑнӗҫ
Паян ТР вӗрентӳпе наука тата цифра аталанӑвӗн министрӗсемпе тӗлпулнӑ хушӑра Рустам Минниханов чиновниксене ОГЭ тата ЕГЭ пама хатӗрленекен 9-па 11-мӗш клас вӗренекенӗсен хушшинче сахал тупӑшлӑ ҫемьесенчи ачасем те пуррине аса илтернӗ.
"Яваплӑ тапхӑра хатӗрленекен ачасене вӗренсе тухмалли экзаменсене парассинче пулӑшмалла. Ачасем кӑткӑс лару-тӑрӑва лекнине пула тарӑхмалла мар, пирӗн вӗсене условисем туса памалла, хальхи вӑхӑтра сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшмалла", – тенӗ Рустам Минниханов.
ТР Президенчӗ маларах интернет урлӑ онлайн-уроксем ирттернине сӑнанӑ. Вӗренекенсемпе тата педагогсемпе калаҫнӑ чухне вӑл ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра нумай ачаллӑ, сахал тупӑшлӑ ҫемьесен виртуаллӑ уроксене хутшӑнмалли техника туянма укҫи-тенки ҫукки ҫивӗч ыйту пулнине те.
Рустам Минниханов ҫӗнӗ йышши 2 пин планшет туянма хушнӑ. Устройствӑсене шкулсене парӗҫ, вӗсенчен ҫемьесене. Вӗренсе пӗтерсен планшетсем шкула таврӑнӗҫ.
Нет комментариев