Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлат районӗн тӗп библиотеки «Нурлат многоликий» проект хута янă

Президентăн культура пуçарăвӗсен фончӗ тӗрев панипе пурнăçланать вăл.

Ун шайӗнче библиотека ӗçченӗсем ачасем валли мастер-классем ирттерсе алă ӗçӗ тума вӗрентеççӗ.

Акă районти чăваш ялӗсенче – Якуркелӗнче, Хуралтура, Якаелӗнче, Пӳлер-Кӳлӗре тата ыттисенче те – вӗренекенсем чăваш тӗррин вăрттăнлăхӗсемпе паллашнă та ӗнтӗ. Тӗрлесси вăл – чăн-чăн искусство. Тӗрре мӗнлерех йӗркепе тӗрлесси, мӗнле çипсем суйласси, вăл хитре те илӗртӳллӗ пултăр тесен мӗнле вăрттăнлăхсене пӗлмелли пирки каласа, кăтартса параççӗ библиотека ӗçченӗсем.

«Ачасем интересленсех чăваш тӗррине тӗрлеме вӗренчӗç. Хăйсен ӗçӗсем çине пăхса савăнчӗç. Ку хăнăхăва малалла та аталантарма сăмах пачӗç», – тет Нурлатри ял хутлăхӗсен хушшинчи тӗп библиотекăн ӗçченӗ Маргарита Литта.

М.Литта сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: проект