Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлат районӗн Тӗп библиотеки поэтсен хушшинче «В городе Н» конкурс ирттерет

Мӗн тӗллевпе пуçарса янă-ха ку конкурса? Йӗркелӳçӗсем ăна суккăррисемпе япăх куракансемпе лайăх куракансем хушшинче тан хутшăнусем йӗркелес, инвалид çынсем çинчен стереотиплă шухăшсене сирес, вӗсене литературăра экспертсем пек кăтартас тӗллевпе ирттерме шутланă.

Нурлат районӗн Тӗп библиотеки Тутарстанра пурăнакан поэтсен хушшинче япăх куракансем валли чи лайăх поэзи хайлавӗ  çырассипе «В городе Н» фестиваль-конкурс ирттерет. Йӗркелӳçӗсем конкурса Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă. Конкурс положенийӗпе Тӗп библиотекăн  http://bibltec-nur.ru/ сайтӗнче «Читальный зал» пайра паллашма пулать.

Библиотека ертӳçисем пӗлтернӗ тăрăх, фестиваль-конкурса чăвашла çыракан поэтсем те хутшăнма пултараççӗ.

Мӗн тӗллевпе пуçарса янă-ха ку конкурса? Йӗркелӳçӗсем ăна суккăррисемпе япăх куракансемпе лайăх куракансем хушшинче тан хутшăнусем йӗркелес, инвалид çынсем çинчен стереотиплă шухăшсене сирес, вӗсене литературăра экспертсем пек кăтартас тӗллевпе ирттерме шутланă. Тата, паллах ӗнтӗ, инвалидсен проблемисем патне общество тимлӗхне ӳстерес шутпа та.

Пӗтӗмпе икӗ номинаци – «Поэзия на родном языке» (чăвашла, вырăсла, тутарла çырнă хайлавсем валли), «Поэзия для души» палăртнă. Çырас тема ирӗклӗ, чи кирли вăл япăх куракансемпе суккăррисен чунне пырса тивтӗр.

Конкурса 18 çул тултарнисенчен пуçласа хутшăнма пултараççӗ. Сăвă тин çырни те, маларах пичетленни те юрать.

Конкурса заявкăсем йышăнас тапхăр 2026 çулхи мартăн 2-мӗшӗнчен пуçласа августăн 31-мӗшӗчченех пырать. Çӗнтерӳçӗсем сентябрӗн 30-мӗшӗ тӗлне паллă пулаççӗ.

Енчен те хутшăнас кăмăл пулсан ссылкăпа кӗрсе конкурс положенийӗпе паллашма пулать.    

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.   

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #Литературный конкурс