Нурлат сучӗн специалисчӗ шахматла выляса мала тухнă
Нумаях пулмасть Республикăн Р.Г.Нежметдинов ячӗллӗ шахматла, шашкăлла тата го вăййине выляссипе спорт шкулӗнче Тутарстан Республикинчи суд системинче ӗçлекенсен хушшинче шахматла уйрăммăн тата командăпа выляссипе первенство иртрӗ.
Ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 80 çул çитнине тата Раççей Федерацийӗн мировой юстицийӗ 25 çул тултарнине халалланă.
Мероприятие Тутарстан Республикинчи Судьясен канашӗ тата Суд департаменчӗн управленийӗ йӗркеленӗ.
Нурлат район судӗнчен ăмăртăва 1-мӗш разрядлă специалист Джамиля Мингалиева хутшăнчӗ. Хӗрарăмсен хушшинче çӗнтерӳçӗ пулса тăчӗ вăл.
Нурлат район сучӗн пресс-служби.
Сăнӳкерчӗксемпе пресс-служба тивӗçтернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев