Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатра виççӗмӗш хутчен чăваш туйӗ иртнӗ

Нурлат хулинче виççӗмӗш хутчен чăваш туйӗ иртнӗ. Июлӗн 30-мӗшӗнче Вадим Маланьинпа Марина Егорова çемйи чăмăртаннă. Çырăнтару церемонине каччăпа хӗр чăваш тумӗпе килнӗ. Ашшӗ-амăшсемпе тăванӗсем те çамрăксенчен юлман, çапла капăрланса туя çитнӗ. Хăнасене «Çеçпӗл», «Шӳлкеме» фольклор ансамблӗсем хаваслă юрă-ташăпа кӗтсе илнӗ.

Нурлат хулинче виççӗмӗш хутчен чăваш туйӗ иртнӗ. Июлӗн 30-мӗшӗнче Вадим Маланьинпа Марина Егорова çемйи  чăмăртаннă.

Çырăнтару церемонине каччăпа хӗр чăваш тумӗпе килнӗ. Ашшӗ-амăшсемпе тăванӗсем те çамрăксенчен юлман, çапла капăрланса туя çитнӗ. Хăнасене «Çеçпӗл», «Шӳлкеме» фольклор ансамблӗсем хаваслă юрă-ташăпа кӗтсе илнӗ.

Вадимпа Марина çулталăк çурă каялла паллашнă. Çӗнӗ çул каçӗнче вара каччă хӗре пӗрлешме ыйтнă. Çапла пуçланать вӗсен юратăвӗн историйӗ.

Чăваш туйӗсене йӗркелесси Нурлат районӗнче «Этносвадьба. Национальный колорит» проектпа килӗшӳллӗн пурнăçланса пырать. Нурлат хулинчи Туслăх Çурчӗн директорӗ, Тутарстан Халăхсен ассамблейин Нурлат районӗнчи представителӗ, районти Чăваш наципе культура центрӗн председателӗ Галина Терентьева пӗлтернӗ тăрăх, 2024 çулта Туслăх çурчӗ ТР Раисӗн «Развитие гражданского общества» грант проектне хутшăнса çӗнтерӳçӗсен шутне кӗнӗ.

«Тăван халăхӗн культурипе йăлисене упраса хăварас текен çамрăксем пурри пире питӗ савăнтарать», – тет Галина Терентьева.

Çамрăк мăшăр та çаплах шутлать. Проекта вӗсем хаваспах хутшăннă. Çырăннă хыççăн чăваш йăлипе çамрăк арăма хушпу тăхăнтарнă. Туйра хăнасене чăваш сăрипе сăйланă, юрласа ташлаттарнă.

Чăннипе ырă та усăллă проект. Вăл çамрăксене тăван культурăна хисеплеме, ăна тытса пыма вӗрентет. Шанас килет, кун пек çемьесенче кайран ачисем те чăвашлах калаçасса.

Ирина ГОРДЕЕВА.

Сăнӳкерчӗк Нурлатри Туслăх çурчӗн архивӗнчен.    

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура