Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Нурлатри ача çуртӗнче пурăнакансем экскурсире пулса курнă

Нурлатри ача çуртӗнче пурăнакансем марал ферминче экскурсире пулса курнă. Ачасемшӗн ку çулçӳрев питӗ интереслӗ пулнă. «Свияжский» сунарçăсен заказникӗн ӗçченӗсем вӗсене хаваспах чӗрчунсемпе паллаштарнă.

Ачасем акăш-макăш пысăк маралсемпе çемçе çăмлă кроликсене алăранах апат çитерме пултарнă. Кăвакалсемпе вӗçен кайăксем те килӗшнӗ ачасене.

«Усăллă та тӗлӗнмелле ырă çулçӳревшӗн пысăк тав аслисене. Хальхи тӗнчере ырă, савăнăçлă эмоцисем çитмеççӗ çынсене. Пире те тимлӗхсӗр хăварманшăн питӗ кăмăллă эпир», – тенӗ ачасем.

Ачасем пулса курнă фермăра чăнах та питӗ хăтлă, пӗчӗк зоопарк теме те пулать ăна. Кунти чӗрчунсене курсан çутçанталăк епле илемлине тата вăйлăрах туйса илетӗн, чунпа канатăн.

 

ТР Биоресурссен енӗпе патшалăх комитечӗн пресс-службин материалӗ тăрăх.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев