Нурлатри Уява районăн çӗнӗ пуçлăхӗ чăвашла тумланса килчӗ
Дамир Ишкинеев Уяв лапамне ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗпе Шамиль Ягудинпа, ТР ЧНКА Канашӗн пайташӗпе Анатолий Самаренкинпа, ТР тава тивӗçлӗ юрисчӗпе Александр Огоневпа, тата ытти хисеплӗ хăнасемпе пӗрле килсе çитрӗ. Уяв сăнӳкерчӗкӗсем пирӗн Фотогалереяра
Яланхи пекех вӗсене Нурлат тыррине авăртса пӗçернӗ çăкăрпа, чак-чакпа тата баурсакпа чăваш пикисем кӗтсе илчӗç. Чăваш культурипе тата йăли-йӗркисемпе çыхăннă кил-çурт хуçалăхӗсемпе паллашнă, интерактивлă вырăнсенче пулса курнă, мастер-классене хутшăннă, нурлатсем хатӗрлесе килнӗ сăра, хуплу, кукăль, пăтă, çăмарта хăпартни тутанса пăхнă хыççăн хăнасем Уява пуçланине курса сăнарӗç. Ача-пăчасен ташă ушкăнӗсемпе пӗрле прологра ят илнӗ «Эсперанса» тӗп вырăн йышăнчӗ.
Районăн çӗнӗ пуçлăхӗшӗн Дамир Ишкинеевшăн Уяв çӗнӗлӗх мар, 2008 çултанпах вăл Нурлатра иртекен Республика Уявӗнче хăнасене тараватлăн кӗтсе илетчӗ. Вăл халӗ те «Манăн чăвашсем хушшинче юлташсем нумай», – тесе калать.
Палăртса хăвармалла, ятарлă çар операцине хутшăнакансем те пурччӗ Уявăн хисеплӗ хăнисен хушшинче. Вӗсем отпускра чухне халăх праçникне хутшăннишӗн питӗ хӗпӗртерӗç. Çар поварӗсем пурне те салтак пăттипе хăналани – хăйне пӗр пулăма çаврăнчӗ. Яланхи пекех, пуçлăхсем Уяв ячӗпе саламласа ӗçре тава тивӗçнисене Хисеп хучӗсем парса чысларӗç. Якурккелӗнчи «Шӳлкеме» фольклор ансамблӗ пуçланă Уяв ункине пултарулăх ушкăнӗсем те, килнӗ хăнасем те хутшăннипе вăл питӗ сарăлса кайрӗ. Тӗп сцена çинчен Шупашкарти «Çавал» ансамбль, вырăнти артистсем савăнтарчӗç. Александр Огонев парнисемшӗн иртекен Кӗрешӳ турнирӗнче каччăсемпе пӗрле хӗрсем те вăй виçрӗç.
Нурлат муниципаллă районӗн пуçлăхӗн пресс-службин тата Ирина Кузьминан сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев