Нурлатсем 30-мӗш хут гуманитари пулăшăвӗ леçме каяççӗ
«Все для Победы Нурлат!» фонд çывăх вăхăтра хăйӗн вăтăрмӗш, юбилейлă гуманитари рейсне тухать. Хальхинче икӗ кун хушшинче волонтерсен Курск, Белгород, Луганск, Донецк, Херсон тата Запорожье облаçӗсенче вырнаçнă 30 çар подразделенине çитмелле, унта тăракан çар çыннисем валли кирлӗ япаласем илсе çитермелле.
Нурлатра тата юнашар районсенче пурăнакансем гуманитари пулăшăвне пухма яланах хастар хутшăнаççӗ. «Вкусняшки для победы», «Обеды для Победы», «Волонтеры Победы», «Частичка души для СВОих», «ДОБРОГРАНИ», «Энием чай» тата районти ытти волонтер ушкăнӗсем аякра юлмаççӗ.
Уйăх хушшинче фондăн штаб-хваттерӗсенче хӗрӳ ӗç пынă. «Сети для своих», «Твори добро», «Айрат абы и команда» тата ытти ушкăнсем кирлӗ япаласем хатӗрленӗ. Волонтерсем канмалли кунсене пӗлмеççӗ: пӗрисем маскировка сеткисем çыхаççӗ, иккӗмӗшӗсем типӗ душсемпе яшкасем хатӗрлеççӗ, виççӗмӗшӗсем кӗпе-йӗм, балаклавăсем çӗлеççӗ.
Юбилей конвойне йӗркеленӗ ӗнтӗ, çывăх вăхăтра тиенӗ машинăсем çула тухӗç. Çак миссин тӗллевӗ – çар çыннисем патне пӗлтерӗшлӗ хыпар çитересси: вӗсене манман, вӗсене кӗтеççӗ, вӗсене ӗненеççӗ, вӗсене хаклаççӗ.
Сăнӳкерчӗк nurlat.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев