Нурлат пуканисем Раççей сăнлă
Пуканесене Раççей çӗршывӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан халăхсен тумне тăхăнтарнă, çав шутра чăвашсенне те.
Нурлатсем питӗ интереслӗ, «Халăх тумӗллӗ пукане» курав хатӗрлесе пӗтернӗ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тăрăх, ăна Республика кунӗнче уçма хатӗрленеççӗ. Куравра хальлӗхе пурӗ 75 фарфор пукане. Вӗсене Раççей çӗршывӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан халăхсен тумне тăхăнтарнă, çав шутра чăвашсенне те. Çитменнине кашни пуканен иллюстарциллӗ журнал манерлӗ резюме те пур. Унта наци тумӗпе кăна мар, халăх историйӗпе, йăли-йӗркипе, нацин хăйне евӗрлӗхӗпе те паллашма пулать. (Сăнӳкерчӗк район сайтӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев