Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОБЪЕКТИВРА НУМАЙ НАЦИЛЛӖ ТУТАРСТАН

ТР Фотографсен союзӗпе «Казанские ведомости» хаçат редакцийӗн ӗçченӗсем кăçал июль уйăхӗнче нумай нациллӗ республикăн пуян культурипе авалтан пыракан йăли-йӗркине халалланă «Нумай нациллӗ Тутарстан» сăнӳкерчӗксен конкурсне хутшăнма чӗннӗ хаçат страницисенче. Конкурса профессиллӗ фотографсем те, сăнӳкерчӗксем тума юратакансем те хутшăннă. Виçӗ уйăх хушшинче 50 фото ӗç йышăннă йӗркелӳçӗсем. Кашни кадрта мӗнле те пулин халăх уявӗн саманчӗ ӗмӗрлӗхе сыхланса юлнă.

Конкурса хутшăнакансен ӗçӗсене «Казанские ведомости» хаçатăн тӗп редакторӗ Венера Якупова тата ТР Фотографсен союзӗн председателӗ, «Татар-информ» информаци агентствин фотографӗ Рамиль Гали йӗркелесе хакланă. 

Октябрӗн 25-мӗшӗнче ТР Фотографсен союзӗн «Сфера» галерийинче конкурса хутшăннă ӗçсемпе пуринпе те паллашма май пулчӗ, ӗçӗсемпе çеç мар, вӗсен авторӗсемпе те. Курав уçнă çӗрте И.Ю.Аминов,«Телерадиокомпания «Новый век» УАО генеральнăй директорӗ, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ тата  «ТАТМЕДИА» АО генеральнăй директорӗ Шамиль Садыков хутшăнчӗç. Ырă шухăша пурнăçа кӗртекенсене мухтаса пухăннисене саламларӗç. 

Чăвашсем те çак конкурсран айккинче юлманни пире савăнтарчӗ. Хусанта пурăнакан Светлана Садыкован Сабантуй валли парне пухнине сăнлакан кадрӗ халăхсен туслăхӗ çинчен питӗ ӗненмелле каласа парать: чăваш тумӗ тăхăннă  хӗрсемпе хӗрарăмсем тутарсен çур аки вӗçленнин уявне ирттерме парне пухма тухнă, сăнӗсенче йăл кулă, хавхалану, хаваслăх сисӗнет. 

Чăваш халăх уявӗсенчен те пур сăнӳкерчӗксем. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнакан Юрий Адъютантовăн ӗçне те куртăмăр, авторӗ хăй ерçеймен курăнать курава çитме. Çарăмсан районӗнчи Ирина Ермолаева вара 300 километр çула кӗскетсе çитнӗ Хусана. Кăçал Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртнӗ Уявра ТР Президенчӗпе юнашар тăрса ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗке конкурса тăратнă Ирина Михайловнăпа калаçса илме май килчӗ.

– Ирина Михайловна, хăвăрпа тӗплӗнрех паллаштарăр, тархасшăн. 

– Эпӗ 37 çул Вăтăр Юман Киреметри шкулта ӗçлетӗп, кӗçӗн классене вӗрентетӗп. Пирӗн шкул пысăк, çутă, хитре. Шел, ачасен шучӗ сахал. Кӗçӗн классене пӗр ялтан – Вăтăр Юман Киреметрен кăна çӳреççӗ, çавăнпа та сахалрах. Аслă классене кӳршӗ ялсем те çӳреççӗ, çавăнпа унта вӗренекенсен йышӗ пысăкрах. 

– Эсир пурнăçра пулса иртекен мероприятисене хастар хутшăнни куçкӗрет. 

– Ку тӗрӗс. Эпӗ ялта, районта иртекен мероприятисенчен юлмастăп. Вăтăр Юман Киреметре 2002 çулта Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн ячӗпе чиркӳ уçăлчӗ, унта ӗçлекен вырсарни шкулӗнче те вӗрентетӗп. Юрăсем юрлатпăр, калаçатпăр, кӗнекесем вулатпăр. 

Йӗркелӳçӗсем хутшăннисене дипломсем, парнесем пачӗç. Жюри пайташӗсем чи паха сăнӳкерчӗксене хакласа  виçӗ вырăн палăртнă: I вырăн – «Масленица в парке Крылья Советов» (Юлия Кузнецова); II вырăн – «Яблочный спас в селе Красновидово» (Олег Маковский); III вырăн – «Фестиваль мордовской культуры в Черемшане» (Гульсира Шарифуллина).

«Сфера» галерейăра курав икӗ эрне ӗçлӗ. Кăçалхи куравпа пурте кăмăллă: конкурса хутшăнакансем те, йӗркелӳçӗсем те, куракансем те. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многонациональность