Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОФИЦИАЛЛĂ ХЫПАР ХАТӖРӖСЕНЕ ШАНМАЛЛА

Хамăр хушăра та, социаллă сетьсенче те мобилизаци çинчен калаçни пӗрремӗш номерлӗ тема пулса тăчӗ. Тăвансемпе пӗлӗшсенчен кама илсе кайни çинчен ыйта-ыйта пӗлетпӗр, повестка çитнипе çитменнипе интересленетпӗр. Аса илтеретпӗр, сентябрӗн 21-мӗшӗнче Раççей Президенчӗ Владимир Путин тулли мар мобилизаци çинчен Указ кăларчӗ. РФ оборона министрӗ Сергей Шойгу пӗлтернӗ тăрăх, пӗтӗмпе 300 пин резервиста мобилизацилеме палăртнă.

Паллах, хумхануллă, пăшăрхантарать. Анчах çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçламаллах. Оборона министрӗ асăрхаттарнă пекех суя хыпарсем тулли мар мобилизаци пирки официаллă хыпар хатӗрӗсенче пӗлтернӗ хыççăнах, çав çеккунтрах темелле, фейксем тухса тулчӗç. Калăн хирӗççисем кӗтсе кăна тăнă. Вӗсенчен пӗри мобилизациленекенсен шучӗпе çыхăнчӗ: районсенчен имӗш 3000-шер çынна илсе каймалла. Пурӗ те 300 пин кирлине, çӗршывра 85 субъект пулнине шута илсен муниципаллă районсенчен цифра 100-тен иртмелле мар. Хăш-пӗр ра-йон пуçлăхӗсемпе çыхăнса ыйтса пӗлсен вӗсем ку хыпар суя пулнине çирӗплетрӗç. Тепӗр фейк – илсе кайнисене еплерех условисенче тытни пирки, мӗнле кăна видео çӳремест соцсетьсенче. Вӗсем, паллах, нумайăшӗн пуçне пăтратаççӗ. 

Çавăнпа ку чухне официаллă хыпар хатӗрӗсене тимлӗхе илмелле. Унта тӗрӗсленӗ информаци кăна. Тутарстанра мобилизациленнисене ăçта выр-

наçтарнине, вӗсене мӗнле пăхнине республика ертӳçи Рустам Минниханов хăйӗн çирӗп тимлӗхне илнӗ, вӗсемпе тӗл пулас шутпа сбор  пункчӗсене кайсах килнӗ. 

Мобилизациленнисене икӗ пунктра – «Казань Экспора» тата Хусанти танк училищинче – вырнаçтараççӗ. Призывниксене кунта октябрӗн 1-мӗшӗччен йышăнаççӗ. 

Рустам Минниханов çийӗнчех килсе условисемпе паллашнă. «Казань Экспо» Халăхсен хушшинчи курав центрӗнче çӗршер койка вырнаçтарнă. Çакăнтах 4 столовăй, кану зонипе медпункт хута янă. Иккӗмӗш пунктра 73 палатка лартнă, вӗсенче 2500 яхăн çын шăнăçаять. Палаткăсене икӗ хутлă краватьсем, ăшăтмалли приборсем лартнă, вырăн таврашӗпе те тивӗçтернӗ. 

Президент сбор пункчӗсене пăхса çаврăннă хыççăн санитари условийӗсене лайăхлатмалли пирки каланă. Çывăх вăхăтра мобильлӗ мунчасем илсе килсе лартма палăртнă. Призывниксене кунне виçӗ хутчен вӗри апат çитереççӗ. Ирхине çăмарта, çу, çăкăр, вӗри апат тата чей параççӗ. Кăнтăрлана салат, яшка, «второй» параççӗ, каçхи апат  кăнтăрлахинчен яшкасăр пулнипе уйрăлса тăрать. 

Ытти кирлипе те тивӗçтереççӗ. Çар кутамккине çар форми, аялти кӗпе-йӗм, алшăлли, берцы, каска тата ытти вак-тӗвеке тултарса панă. «Союз танкис-

тов» Ӗçтăвкомӗн председателӗ Альберт Гималетдинов журналистсене пӗлтернӗ тăрăх, тăванӗсемпе тӗл пулма та чармаççӗ. Тӗлпулусем 1 № КППра иртеççӗ. 

Сбор пункчӗсенчен çар полигонӗсене çар вӗренӗвне иртме пӗрремӗш ăсату сентябрӗн 26-мӗшӗнче пулчӗ. Мобилизаципе каякан çывăх çыннисене ăсатма мăшăрӗсем, ачисем, ашшӗ-амăшсем те питӗ йышлăн пуçтарăнса килнӗ. Ашшӗсем, упăшкисем, ывăлӗсем çӗршыв умӗнчи тивӗçе пурнăçласа тăванӗсем патне таврăнма сăмах парса уйрăлчӗç. Тутарстанран иккӗмӗш черетпе мобилизациленнисене октябрӗн 1-мӗшӗ хыççăн илсе каяççӗ.  

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество