Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Огни добра»: Хусанта пысăк информаципе çутӗç форумӗ иртет

Ыран, 2026 çулхи мартăн 14-мӗшӗнче Б.Рамеев ячӗллӗ IT- паркра «Огни добра» информаципе çутӗç форумӗ иртет

 

Вăл онкологи чирӗпе çыхăннă ыйтусене хускатать. Медицина ӗçченӗсем, чирпе куçа-куçăн тӗл пулнисем обществăра онкопрофилактика культурине аталантарасси çинченсӳтсе явӗç. Çавăн пекех медицина ӗçченӗсем, власть органӗсем тата общество пӗр-пӗринпе шанчăклă партнерсем пулcа чире хирӗç тăмалли çинчен сăмах пырӗ форумра.

Паян «Татар-информ» информаци агентствинче форум йӗркелӳçисем пулчӗç: инвалидсемпе онкологи чирӗпе чирленисен «БЕЗ БЕРГЭ (МЫ ВМЕСТЕ) АНО директорӗ Юлия Николаевна Ивашкевич, «Огни добра» проект ертӳçи Алина Робертовна Валеева тата «Добрая Казань» АНО директорӗ Татьяна Сергеевна Мерзлякова.

Форума хутшăнас текенсене Б.Рамеев ячӗллӗ IT- паркра (Спартаковская урам, 2А çурт) 08.30 сехетре регистраци иртме чӗнеççӗ. Çавăн пекех онлайн та пăхма пулать. Çакна тума форумăн ognidobra.ru сайтне кӗмелле.

Йӗркелӳçӗсем интереслӗ, пысăк программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ секцисем ӗçлӗç, мастер классенче открыткăсем тума та, хунарсем ăсталама та ытти интереслӗ ӗçсене те хăнăхӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: форум