Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОИС Раççейпе ӗçлӗ çыхăнусене аталантарас шутлă

Ислам килӗшӗвӗн организацийӗ (ОИС) Раççейпе çыхăнусене малалла та аталантарасшăн. Кун çинчен ОИСăн генеральнăй секретарӗн политика ыйтăвӗсем енӗпе çумӗ Мухамед Текая Хусанта экономика форумӗнче «55 лет ОИС: практическая реализация многовекторного сотрудничества России и ОИС в целях диалога» сесси хыççăн журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтерчӗ.

Аса илтеретпӗр, Раççей 2005 çултанпа ОИСăн сăнавçă-çӗршывӗ. Пирӗн çӗршыв çак статуса илнӗренпе тепӗр çул 20 çул çитет. Шăпах 2005 çултанпа Раççейпе Ислам килӗшӗвӗн организацийӗн хутшăнăвӗсем аталанма тытăннă. Мухамед Текая сăмахӗсемпе, çӗршывсен туслăхӗ тӗнчери тăнăçлăх никӗсне çирӗплетет. Хусанти экономика форумӗ вара Раççейпе ОИС çӗршывӗсен экономика тата ытти енӗпе туслă çыхăнусем йӗркелеме пулăшать.

Ислам Банкӗн Аталанăвӗн представителӗ Мурад Яндиев ОИС хăйӗн калăпăшӗпе ООН хыççăн иккӗмӗш пысăк организаци пулнине аса илтерчӗ. Организацире 57 çӗршыв тата 5 çӗршыв-сăнавçă тăрать. Ун йышне вуншар пысăк организаци, çав шутра Ислам Банк Аталанăвӗ те, кӗнӗ. Çавăнпа ОИСра пӗр-икӗ ыйтупа кăна ӗçлеççӗ темелле мар. Раççейпе те акă пур çыхăнусене аталантарас, çӗннисене. тӗрлӗ енӗпе йӗркелесшӗн.

 ОИСăн информаци департаменчӗн директорӗ А.Салехи Раççейре мăсăльман культури лайăх аталаннине кура Раççейпе, кунти массăллă хыпар хатӗрӗсемпе çыхăну тытнине те каларӗ. Çакă ăсталăха ӳстермелли нумай программăна йӗркелеме пулăшнă. Журналистсен ăсталăхне ӳстерме МХХ ӗçченӗсем валли форумра мастер-класс та йӗркеленӗччӗ. Хыпар агентствисен, ытти МХХсен никӗсе тата çирӗплетме сӗнчӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество