Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Октябрӗн 26-29-мӗшӗсенче Хусанта иккӗмӗш хут Çамрăксен туризм форумӗ иртет

Унта Раççейри регионсенчен тата Тутарстанри районсенчен 240 ытла çын хутшăнать. Унсăр пуçне туроператорсем, трэвел-блогерсем, инвесторсемпе IT-компанисен ертӳçисем, туризм сферинчи власть представителӗсем, хăналăх эксперчӗсем, профессионаллă çулçӳревçӗсем хутшăнаççӗ.

Форума октябрӗн 26-мӗшӗнче Физкультурăпа спортăн Атăлçи университетӗнче уçрӗç. Хутшăнакансене саламлама ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Тимур Сулейманов, ТР Туризм енӗпе патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов, ТР Туризм аталанăвӗн центрӗн генеральнăй директорӗ Дильбар Садыкова, Пултаруллă çамрăксен академийӗн Президенчӗ Никита Баталов саламларӗç.

Форум хальхилле, çамрăкла иртет. Унăн направленийӗсем те хăйне евӗр. Тӗслӗхрен Травел-блогинг. Ку вăл çулçӳрекенсем социаллă сетьсенче контент йӗркелени, территорине аталантармалли уйрăмлăхсене тӗпчени, информаци сăлтавӗсем хатӗрлени тата ытти те.  Кунта çамрăксем Тутарстан Республикинчи районсемпе репортажсем йӗркелӗç.

Форумăн вӗрентӳ програмине республикăри туризм пуçарăвӗсем тăрăх, регион хăйнеевӗрлӗхне шута илсе маршрутсемпе экскурсисем йӗркелесси, туристсене илӗртесси, вӗсене пăхасси кӗрет.

Туристсем валли пӗр-пӗр пулăмпа çыхăннă интерактивлă программăсем хатӗрлессине те пăхса тухаççӗ çамрăксем. Кунта лагерьсем, уявсем, фестивальсем кӗреççӗ. Мероприятисене пурнăçа кӗртнипе пӗрле вӗсен монетизацийӗн
модельне те шутласа хумалла. Кунта туристсене илӗртме пӗлнинчен нумай килет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев