Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОЛЕГ МУСТАЕВ ПИРТЕН УЙРĂЛСА КАЙНĂРАНПА ÇУЛТАЛĂК ÇИТЕТ

Чăваш наци лидерӗ пӗлтӗр, мартăн 14-мӗшӗнче, килӗнче чухне сасартăк вилсе кайнă

Мӗнле пурăнчӗ-ха чăваш тӗнчи çак çулталăка Мустаевсăр? Мӗнле пӗтӗмлетӳсем турӗ вăл, мӗнле тӗллевсем лартрӗ? Олег Николаевич чăваш ӗçӗсенче çитменни вăйлă сисӗнет халӗ те. Унăн авторитечӗ Ульяновск облаçӗн чиккисенчен тахçанах тухнăччӗ. Раççейри мӗн пур чăваш пӗрлешӗвӗсенче пӗлетчӗç ăна, итлетчӗç. Татăклă шухăшӗ, кирлӗ канашӗ, вирлӗ сăмахӗ, хӗрӳ юрри – йăлтах вырăнлăччӗ. Унăн ӗçне малалла тăсакансем Олег Николаевич астăвăмне сума суса Мустаева Ульяновск облаçӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн хисеплӗ Председателӗ пулма йышăннă. 
Мартăн 14-мӗшӗнче 11:00 сехетре Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпа ялӗнчи шкулта районăн хисеплӗ гражданинӗн Олег Мустаевăн асăну хăмине уçӗç. Вăл çак шкулта 1976-1983 çулсенче вӗреннӗ. Делегацисем Мускавран, Чӗмпӗртен, Хусантан, Пелепейрен, ытти хуласенчен килсе çитмелле. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев