Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ольга Палан ӳкерӗннӗ клип «Зилант» фестивалӗн çӗнтерӳçи пулнă

Сергей Щербаков режиссер ӳкернӗ «Уй варринче» фильм «Чи лайăх музыка клипӗ» номинацире çӗнтерӳçӗ ятне тивӗçнӗ. Саламлатпăр пултаруллă та маттур чăваш кино ӗçченӗсене!

Ольга Паланăн «Уй варринче» киновӗ  («Посреди мира», 2023 çул) Халăхсен хушшинчи кинофестивалӗн финалисчӗсен шутне кӗнӗ.

Кун пирки пире Шупашкарти юлташăмăр Сергей Щербаков режиссер пӗлтерчӗ. Мероприяти Хусанти Петербург урамӗнче вырнаçнă «Синема» кинотеатрта пулнă.

Сăмах май, вӗсем иккӗшӗ те Хусанта  иртекен кино проектсен питчингне тăтăш хутшăнаççӗ. Пӗлтӗр те вӗсем хăйсен историлле кинокартинин проектне хăтланăччӗ. Ун чухне экспертсем ку киновăн бюджечӗ çав тери  пысăк пулмаллине шутласах пулӗ ăна тӗрев паманччӗ. Февраль уйăхӗнче вара Ольга Палан хăй ӳкерӗннӗ «Пирӗшти куççулӗ» («Слеза ангела», режиссерӗ Сергей Щербаков) фильм Хусанта иртнӗ XIII  «Белая птица» Пӗтӗм Раççейри кинофестивальте «Чи лайăх авторла кино» пулса «Кӗске метрлă кино» номинацире çӗнтернӗ.

Майăн 24-мӗшӗнче вара Сергей Щербаковпа Ольга Палан «Зилант» Халăхсен хушшинчи кинофестивале хутшăнчӗç. Хальхинче «Уй варринче» кинова вӗсем «Патриотла фильм/ролик/социаллă проект» категорире хăтларӗç. Асăннă кинофестивале çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесӗнчен – Мускавран, Санкт-Петербургран, Челябинскран, Чулхуларан, Дон-çи Ростовран тата ют çӗршывсен киноиндустри представителӗсем хутшăннă. Çапла 755 заявкăран тӗрлӗ номинацисенче вуншар кинокартина суйласа илнӗ. Финала Раççей, Китай, Иран, Инди, Канада реиссерӗсен кино ӗçӗсем тухнă.

Уяв мероприятийӗнче музыка клипне кăтартнă вăхăтра Ольга Палан «Шăпчăксем» юрра юрласа панине уйрăммăн палăртмалла. Ку клипа çӗршывӗпех пӗлеççӗ ӗнтӗ.

Майăн 24-мӗшӗнче, кинофестивалӗн 3-мӗш кунӗнче кино режиссерӗсемпе тата авторӗсемпе творчествăлла тӗлпулусем иртнӗ, вӗсен кино ӗçӗсемпе паллашнă. Сергей Щербаков режиссер ӳкернӗ фильм «Чи лайăх музыка клипӗ» номинацире çӗнтерӳçӗ пулнă.

«Пирӗн клип çакăн пек пысăк та пӗлтерӗшлӗ проектра чи вăйлисен хушшинче пулнипе эпир мăнаçланатпăр. Хамăрăн командăна салашнехи проектсенче те ăнăçу сунатпăр. Пысăк тав Сергей Щербаков режиссера съемкăсене йӗркелеме пулăшнăшăн, пысăк тӗрев панăшăн», – тенӗ Ольга Палан (Оиспова) ВКри хăйӗн страницинче.

Сăнӳкерчӗк С.Щербаковăн ВКонтактери страницинчен.


 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашское кино