Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ольговка ялӗ патӗнче кăтартнă паттăрлăхшăн ефрейтора «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă

Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче çуралса ӳснӗ Владимир Валериевич Карусев – вăйпитти çамрăк, ăста строитель. 2022 çулхи пулăмсем пуçланман-тăк, опычӗ ӳссе кăна пыратчӗ-тӗр. Çӗршыври пиншер çыннăнни пек унăн пурнăçне те ятарлă çар операцийӗ икке пайланă. Тăван çӗршыв чӗнсен тарса çӳремен вăл, ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаципе 2022 çулхи октябрӗн 23-мӗшӗнче кайнă.

 «Хусан Экспо» курав центрӗнчи сборный пункта Çӗпрел тăрăхӗнчен çав кун çула тухнисенчен тăван Алешкин Саплăк ялӗнчен пӗр хăй кăна пулни кăмăлне питех хуçман унăнне, мӗншӗн тесен мăшăрӗн тăван шăллӗ, Матак каччи Николай Фадеев та пулнă. 1233-мӗш полка пӗрлех лекнӗ вӗсем, чăн та тӗрлӗ ротăна. Çар специальноçӗпе аслă пулеметчик пулнине кура Владимир Карусева гранатометăн аслă наводчикне хатӗрленӗ. «Хусанта чухне гранатометран пӗрремӗш хут персенех зенитчик тенипе Зенитчик позывной илтӗм», – аса илчӗ ефрейтор çар хăнăхăвне иртнӗ кунсене. 

Малалла 1233-мӗш полкăн гранатомет взвочӗн йышӗнче вăл Херсон направленийӗн Днепр юханшывӗ çумӗнчи Каховка хули, Любимовка, Васильевка ялӗсен çывăхӗнче çулталăк çурă оборонăна тытса тăнă. Шăпах пӗрремӗш хут аманнă та кунта. «Каиры ялӗ патӗнче задание кайсан камикадзе-дронран печӗç, снаряд ванчăкӗ ура хырăмӗнчен лекрӗ», – терӗ хăй кун пирки сăмаха пит вакламасăр. 

Госпитальте сипленсен каллех строя тăнă Алешкин Саплăк каччи, хальхинче Донецк направленийӗнчи Марьинка хулине ВСУ боевикӗсенчен ирӗке кăларма янă вӗсене. Пӗлтӗр август уйăхӗнче ВСУ çарӗсем Раççей чиккинчен каçса Курск облаçне кӗрсе кайнă самантсенче пулнă ку. Марьинкăра çар задачине пурнăçласан август уйăхӗн вӗçӗнче Владимир Карусевăн взвочӗ те Курск облаçӗнчи Раççей çарӗсене пулăшма çитнӗ. Икӗ уйăха яхăн Александровка, Веселое, Коренево, Ольговка ялӗсем патӗнчи хăрушă çапăçусене хутшăннă вăл. Хирӗçтăру унта тата вăйлăрах пулнине пытармарӗ ентешӗмӗр, мӗншӗн тесен ВСУ хăйӗн чи лайăх хатӗрленнӗ çарӗсене, хаяр националисчӗсене янă. Тăшман никама та, çав шутра вырăнти халăха та, хӗрхенмен. Октябрӗн 10-мӗшӗнче Владимир Карусев Ольговка ялӗ патӗнче неонацистсен растяжка тăсса çакса хăварнă гранатине вăхăтра сиенсӗрлетсе ӗлкӗрнипе темиçе çыннăн пурнăçне сыхласа хăварнă. Чăн та, хăй сулахай аллинчен йывăр аманнă. Малалла Курск облаçӗнчи Курчатов, Мускав, Рязань, Хусан госпиталӗсенче темиçе операци иртсе сипленнӗ.

Кирлӗ хучӗсем Мускавран вăхăтра çитейменнипе каллех Херсон енне, хăйӗн чаçне таврăнма тивнӗ Владимир Карусевăн. Аманнă хыççăн тата 40 кун службăра тăнă-ха вăл, наряда çӳренӗ. Севастопольти çарпа тухтăр комиссине иртнӗ хыççăн тин отпуска киле янă ăна. «Районтан кӳрекен гуманитари конвойне кӗтсе илекенниччӗ эпӗ, хальхинче хамăн та вӗсемпе ларса киле килме тиврӗ», – терӗ вăл.

Владимир Карусев Курск облаçӗнче йывăр аманнă хыççăн реабилитаци иртсе таврăнни виçӗ эрне кăна-ха, хальхи вăхăтра юлнă отпускӗсене канать, унтан çартан демобилизациленет. Халӗ вара шăплăхри мирлӗ пурнăçа хăнăхмалла. Йывăрлăхӗ умра нумай-ха унăн, хут ӗçӗсемпе кабинетсем тăрăх чупассипе кăна та çыхăнман вӗсем, сулахай алли ӗçлеменнипе сывлăхне тимлесех тăмалла. Апла пулсан та малашлăха пысăк шанăçпа пăхать салтак. Килте алă усса ларасси планра та çук, халех ӗç пирки шухăшлать. «СВОна кайиччен пӳрт тăррисем витеттӗм. Вăй кирлӗ ӗçре ӗçлейместӗп ӗнтӗ халь, çăмăлраххисене кайăп. Чӗнеççӗ-ха», – терӗ лăпкăн.

Пӗлнӗ пекех, ятарлă çар операцине кайиччен кӳршӗллӗ Чăваш Енри Шăмăршă район центрӗнче çурт лартса ӗлкӗрнӗ вăл. Апла-тăк, чи пысăк ӗçе тунă, вак-тӗвеккине вара çӗнетех. Çакна тума ăна çемйи, çывăх çыннисем хавхалантарсах тăрӗç. 

Хаçата пичете парас умӗн лайăх хыпар илтӗмӗр: ентешӗмӗре, 1233 полкăн гранатомет взвочӗн аслă наводчикне Владимир Валериевич Карусев ефрейтора, Курск облаçӗнче паттăрлăх кăтартнăшăн апрелӗн 7-мӗшӗнче «Хăюлăхшăн» медальпе чысланă. Патшалăх награди хăй патне апрелӗн 16-мӗшӗнче çитнӗ. Саламлатпăр!

Автор тата В.Карусев архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Теги: Герои СВО Дрожжановский район Наши герои