Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ОЛИМПИАДĂРА ÇӖНТЕРЕКЕНСЕНЕ – ПУТЕВКА

Ноябрӗн 1-мӗшӗнче шкул ачисен Пӗтӗм Раççейри «Путь в IT» олимпиадин пӗрремӗш турӗ пуçланать. Математикăпа тата программированипе иртекенскере 14 – 17 çулти шкул ачисем хутшăнма пултараççӗ.

Каласа хăвармалла, ку олимпиадăна математика пӗлӗвне тата информаци технологийӗн направленийӗсене популяризацилес, шкул ачисене професси суйлама пулăшас тӗллевпе ирттереççӗ. 

Олимпиадăн 1-мӗш турӗ онлайн форматпа ноябрӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 2-мӗшӗччен иртет. 2-мӗш тапхăр декабрӗн 5-мӗшӗнчен пуçланса 2023 çулхи январӗн 31-мӗшӗччен тăсăлать. Олимпиадăна çитес çулхи февралӗн 8-мӗшӗнче пӗтӗмлетеççӗ. 

Шкул ачисен Пӗтӗм Раççейри «Путь в IT» олимпиадине хутшăнакан кашни ачах результата кура сертификата,  грамотăна е диплома тивӗçет. Çӗнтерӳçӗсене Краснодар крайӗнчи лагерьте çурхи каникулта канма путевка параççӗ. 

Олимпиадăна Раççейри MAXIMUM Education вӗрентӳ компанийӗ йӗркелесе ирттерет. Хутшăнас текенсен çак ссылкăпа кӗрсе регистрациленмелле: https://events.maximumtest.ru/olympiad_it.

 

Вера АЛЕКСАНДРОВА хатӗрленӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации