Отпуска килнӗ паттăр ентешпе тӗл пултăмăр
Четвертый ку хутӗнче тăван килӗнче тинех пӗр кунра ятарлă çар операцине тухса кайнă пиччӗшӗпе тӗл пулчӗ.
Канмалли кун пулсан та иртнӗ вырсарникун Саврăшпуç ялӗн Культура çурчӗпе библиотекинче халăх пуçтарăнчӗ. Сăлтавӗ пӗлтерӗшлӗ – кунта ятарлă çар операцийӗнчен кӗске отпуска килнӗ ентешпе тӗлпулу иртрӗ. Тулли мар мобилизаци пуçланнăранпа ку Саврăшпуçӗнче салтаксемпе иртнӗ тăххăрмӗш тӗлпулу пулчӗ. Вӗсене ял библиотекарӗ Татьяна Максимова йӗркелет. Хальхинче ял-йыш Четвертый позывнойлă салтакпа тӗл пулса калаçрӗ. Мероприятие районти волонтерсен ертӳçисем Александр Убейкин, Елена Кузьмина тата Наталья Охотникова та ятарласах килнӗччӗ.

Тӗлпулура Савгачево вăтам шкулӗнче хăрушсăрлăхпа Тăван çӗршыва хӳтӗлессин никӗсӗсене вӗрентекен Анатолий Охотников окоп çуртисене лартма ятарласа интернетран пăхса тунă хатӗре кăтартрӗ. Çак ӗç тылрисем пӗр самантлăха та алă усса ларманнине, салтаксемпе пӗрле Çӗнтерӳшӗн ырми-канми тăрăшнине тепӗр хут çирӗплетсе пачӗ.

Çӗнӗ çул умӗн эпир, Аксу районӗнчи волонтерсем, Четвертый ыйтнипе нумай задача пурнăçлакан квадрокоптер туянмашкăн укçа пуçтарма пуçларăмăр. Салтаксене дрон кирли пирки мессенджерсенчен пӗринчи ушкăнра пӗлтерсен çынсем çийӗнчех укçа куçарма пуçларӗç. Пӗр талăкра кирлӗ суммăна пуçтарса та çитертӗмӗр. Кирлӗ хатӗре туянтăмăр.

Салтаксене пулăшас ӗçе яланах хастар хутшăнакан Алевтина Ивановăпа Галина Липатовăна Тав хучӗпе чысларӗç.
Тӗлпулура халăх пухнă укçапа туяннă дрона салтака библиотекарь Татьяна Владимировна пачӗ. Четвертый хаклă парнене хаваспах йышăнчӗ кăна мар, вăл мӗнле ӗçленине, пурнăçа епле майпа çăлма пулăшни пирки тӗплӗн каласа пачӗ.
Сăмах май, ку Четвертый ыйтнипе Татьяна Максимова йӗркелесе халăх укçа пуçтарнипе туяннă виççӗмӗш аппарат ӗнтӗ. Кун пек чух Аксу районӗн халăхӗ питӗ хастар хутшăнать кирлӗ хатӗрсене туянма укçа пуçтарнă çӗре.

Салтак хаклă парнешӗн пурне те тав турӗ. Александр Убейкин, салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ леçме тăтăш çӳрекенскер, Донбаса кайсан пулнă интереслӗ самантсем çинчен каласа пачӗ. Мероприятие хутшăнакансем отпуска килнӗ ентешне тав сăмахӗсем каларӗç, ырă-сывă таврăнма пехиллерӗç. Елена Кузьминапа Наталья Охотникова салтака ыйтусем пачӗç. Четвертый хаваспах хуравларӗ. Унăн ачалăхӗнчи интереслӗ самантсене те аса илтӗмӗр.
Амăшӗ Наталия Ефимовна ачисене (икӗ ывăлӗпе икӗ хӗрне) тӗпрен илсен пӗчченех ӳстернӗ темелле. Мăшăрӗ ачисем пӗчӗк чухнех çӗре кӗнӗ. Ашшӗсӗр тăрса юлсан ачасен пӗртен-пӗр тӗрекӗ амăшӗ пулнă, ун сăмахӗнчен иртмен ывăлӗсем.
Акă тинех Наталия Ефимовнăн ывăлӗсем, тулли мар мобилизаципе ятарлă çар операцине пӗр кунра тухса кайнăскерсем, амăшӗн килӗнче пуçласа иккӗшӗ пӗр вăхăтра тӗл пулчӗç, пӗр-пӗрне хыттăн ыталарӗç.
Тӗлпулура тăван киле таврăнайманнисене пӗр минут шăп тăрса асăнтăмăр. Вӗсем яланах пирӗн асра.
Кун пек мероприяти ирттерсен чăвашсем пӗрле ларса хуплу çимесӗр уйрăлмаççӗ. Хальхинче те çаплах пулчӗ. Полина Андреевăпа Мария Тарасова ятарласах хуплу пӗçерсе килнӗ. Ытти волонтерсем те килӗнчен тутлисене хатӗрлесе килнӗ. Тулăх сӗтел хушшинче салтакпа пӗрле кăмăллăн чей ӗçрӗмӗр. Тыл фронта пулăшнă чух, фронт çак тӗреве пӗтӗм хавалӗпе туйнă чух пире никам та çӗнтереймӗ!
Татьяна МАКСИМОВА.
Аксу районӗ,
Саврăшпуç.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев