Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗ – пӗрремӗш кунран

Пӗтӗм тӗнчери пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗн кунне çавăн пек девизпа паллă турӗç кăçал

Тутарстанри больницӑсемпе надзор органӗсем пациентсене хӑрушсӑрлӑхпа епле тивӗçтерни пирки «Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире калаçрӗç. Кирек мӗнле медицина пулӑшӑвӗ те йывӑрлӑхсемпе çыхӑннӑ, анчах вӗсенчен пӗр пайне технологи комплексӗн пулăшăвӗпе чакарма пулни çинчен каласа пачӗ Республикӑн клиника больницин (РКБ) тӗп тухтăрӗн çумӗ Илья Гаврилов. 

 

Спикер палӑртнӑ тӑрӑх, Тутарстанра пациентсен хӑрушсӑрлӑх тытӑмӗ тахçантанпах ӗçлет. «Хӑрушсӑрлăх мелӗсене Хусанти медицина шкулӗн никӗсӗнчех хывнӑ. РКБ опытне пӑхса тухсан пирӗншӗн коллективра кӑмӑл-туйӑма уççăн пӗлтересси яланах малти вырăнта. Эпир сотрудниксем çивӗч ыйтусене, пӗчӗк çитменлӗхсене уççăн калаччăр тесе тӑрӑшрӑмӑр. Çавӑн пекех РКБра хӑрушлӑхсене регистрацилеме технологи услови­йӗсене те туса панӑ», – пӗлтерчӗ Илья Гаврилов. Тӗслӗхрен, эмел парассипе çыхӑннӑ хӑрушлӑхсене сахаллатни çинчен каласа пачӗ вăл. Клиникӑра «хупӑ эмел циклне» пурнӑçа кӗртнӗ – кашни пациентăн эмелӗсене штрих-кодпа палăртнă, уйрӑм шкатулкӑра упраççӗ. Ку технологи палӑртнӑ эмелсене пӑтраштарма памасть. Çакна больница 2022 çулта иртнӗ халăхсен хушшинчи HIMSS стандарчӗпе çӗнетнӗ.

 Кӑçал Пӗтӗм тӗнчери пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗн кунӗ тин çуралнă ачаран пуçласа 9 çула çитменнисем таранччен кашнине сиенсӗр медицина пулӑшӑвӗ парассипе çыхӑннӑ. Унăн девизӗ – «Пациентсен хӑрушсӑрлӑхӗ – пӗрремӗш кунран!» Ача сывлӑхӗшӗн теветкеллӗ пулăмсене вăхăтра сирсе ярса ӗмӗрлӗхе çирӗп сыв­лӑх никӗсне хывма системӑллӑ ӗçсем тумаллине пӗлтерет ку. Медицина ӗçченӗсем йывӑр çын, çамрӑк амӑшӗсемпе ашшӗсен шкулӗсенче вӗрентеççӗ (вӗсене республикипех йӗркеленӗ), ача çуратмалли патронажсенче ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулаççӗ. Унта видеороликсем кăтартаççӗ, буклетсем параççӗ, специалистсем вара пулас ашшӗ-амӑшне ачана пӗрремӗш кунранах мӗнле пăхмаллине ӑнлантараççӗ», –  каласа пачӗ ТР Сывлӑх сыхлав министерствин штатра тӑман тӗп педиатрӗ Эльмира Сурова. Ача çуратмалли çуртсенче медработниксем амӑшӗсене кӑкӑр ӗмӗртме вӗрентеççӗ, тӗрлӗ ыйтусем çине хуравлаççӗ. Участокри педиатр килте ӑнлантару ӗçне малалла тăсать. «Хӗрарӑмсен консультацийӗсемпе перинаталь центрӗсем пӗр-пӗринпе çыхӑнса ӗçленипе эпир ача вилессин чи пӗчӗк кӑтартӑвне – кӑçал 1,8 промилле (2024 çулта 2,6) çитрӗмӗр. Ку кӑтартупа Тутарстан Раççейре иккӗмӗш вырӑн йышӑнать», – палӑртрӗ Эльмира Сурова. 

Сывлӑха сыхлассине Рос­здравнадзорӑн Тутарстанри территори органӗ сӑнаса тӑрать. Унӑн тӗп тӗллевӗ – йӗркене пӑсасран профилактика мероприятийӗсене ирттересси. 2025 çулта сотрудниксем 800 ытла асӑрхаттару пани çинчен Росздравнадзорӑн ТР Территори органӗн сывлӑх сыхлавӗн сферинчи патшалӑх тӗрӗслевӗпе надзор пайӗн тӗп патшалӑх инспекторӗ Елена Хайруллина пӗлтерчӗ. 

Росздравнадзор ӗçӗнче мониторинг пысăк вырăн йышăнать. Çапла вăл  акушерпа гинекологи службин лару-тӑрӑвне сăнасах тăрать. Аудит ыйтӑвӗсенчен пӗри – йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ хӗрарӑмсене психологи тата медицинӑпа социаллӑ пулӑшу паракан кабинетсен шучӗ. Хӗрарăмсен консультацийӗнче кашнинче психолог кабинечӗ пулмалли çинчен каларӗ Елена Евгеньевна. Репродуктивлӑ ӳсӗмри тата тӑлӑх ачасен диспансеризацине мӗнле ирттернипе те Росздравнадзор органӗ интересленсех тăрать  Ачасем вакцинаци иртессине, санаторипе курорт тата реабилитаци сиплевӗ кирлине,  эмелсемпе тивӗçтернине хаклаççӗ надзор ӗçченӗсем. Медпулӑшу панӑ чухне законсене пурнӑçланине тӗрӗсленӗ чух ТР Прокуратурипе пӗрле ӗçлеççӗ. Спикер тăтăш тӗл пулакан çитменлӗхсенчен эмелпе тивӗçтерес тӗлӗшпе кӑшт кая юлнисене, тухтӑр патне çийӗнчех çырӑнма çукки пирки ыйтса çырнисене палӑртрӗ. 

 

Татьяна ВАСИЛЬЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев