Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян çумăр çусан вăл чарăна-чарăна çичӗ эрне çăвать

Утă уйăхӗн 20-­мӗшӗ – Авдотья. Çак кун çуралнă ача ăнăçуллă пулать, ăна çитӗнӳсем тума нимӗн те чăрмантараймасть. Япала çума, мунча валли милӗк хатӗрлеме юрамасть çак кун.

Утă уйăхӗн 21-­мӗшӗ – Прокопий, Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн праçникӗ. Çак кунран вырмана тухнă. Çанталăк мӗнле, Илле кунӗ те (çурлан 2-­мӗшӗ) çапла пулать.

Утă уйăхӗн 22­-мӗшӗ – Кирилл тата Панкратий. Хура çырла (черника) нумай-­тăк – хӗл сивӗ пулать. Шапасем хуллен кваклатаççӗ-­тӗк – çумăра, хыттăн – хӗвеллӗ çанталăка.

Утă уйăхӗн 23-­мӗшӗ – Антоний. Шапасем çыран хӗррипе сиккелесе çӳреççӗ-­тӗк – уяр çанталăка. Çак кун çырма-­кӳлӗре шыва кӗме хушмаççӗ. Шăнасем хытăрах çыртаççӗ – çанталăк пăсăласса.

Утă уйăхӗн 24-­мӗшӗ – Ольга, Ефимья. Аслати авăтсан пулă лайăх лекет. Эрешмен хăйӗн карти варринчех ларать-­тӗк – çумăра.

Утă уйăхӗн 25-мӗшӗ – Прокл. Çарансем çине вăйлă сывлăм ӳкнӗ­-тӗк – телейлӗ çул пулать. Сывлăм çук – апла-­тăк кӗçех çанталăк пăсăлать. Вӗлле хурчӗсем хытă сӗрлени – çу вӗçӗнче шăрăх пуласса.

Утă уйăхӗн 26-­мӗшӗ – Гавриил. Ăшă та хӗвеллӗ çанталăк тăрсан кӗркунне вăрăма тăсăлать, час сивӗтмест. Çумăр çусан – хӗл сивӗ те нумай юрлă пулать. Хура кураксем пысăк ушкăна пуçтарăнаççӗ – эппин кӗркунне çитесси инçе мар. Çак кун çуралнă çын нихăçан та чухăн пулмасть тет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы