Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян çумăрлă пулсан эрнипех çакăн пек çанталăк пулать

Утă уйăхӗн 27-­мӗшӗ – Стефан. Çанталăк майӗпен кӗр еннелле сулăнать, час-­час улшăнса тăракан пулать. Кун çумăрлă-­тăк – эрнипех çăвать. Енчен те эрешмен çурçӗр енче карта карать­-тӗк – çулла вӗçӗ сивӗ пулать.

Утă уйăхӗн 28­-мӗшӗ – Кирик тата Улита. Çак кун хирте ӗçлеме юрамасть. Çăка çулçисем саралма пуçланă – çуллахи çанталăк вăрахчен тăрӗ. Çӗнӗ ӗç пуçлани ăнмасть. 

Утă уйăхӗн 29-­мӗшӗ – Афиноген. Кайăксем майӗпен юрлама пăрахса пыраççӗ. Каçсем сивӗрех пулма тытăнаççӗ.

Утă уйăхӗн 30-­мӗшӗ – Марина тата Лазарь. Çак кун аслати авăтсан кӗркунне çумăрлă, хӗлле вара тăманлă пулать. Шăрăх та типӗ кун – хӗлле юр сахал çăвать, сивӗ пулать.

Утă уйăхӗн 31­-мӗшӗ – Емельян. Шăрăх-тăк, декабрьте сивӗ пулать. Хурăн çулçисем йывăçăн тăрринчен саралма пуçласан – кӗркунне ир пулать. Çак кун качча кайма юрамасть. Ку кун çуралнă ача телейлӗ пулать. 

Çурла уйăхӗн 1­-мӗшӗ – Макрида. Ку кун çумăр çуни – кӗркунне йӗпе­-сапаллă пуласса. Çурла уйăхӗн пӗрремӗш кунӗ типӗ­-тӗк – çакăн пек кунсем тата нумай пулаççӗ. Çак кун питӗ шăрăх­-тăк – кӗркунне «карчăк ăшши» вăраха тăсăлӗ. 

Çурла уйăхӗн 2­-мӗшӗ – Илья. Çак кун çумăр çусан çитес çул тырпул ăнса пулать. Шăрăх-­тăк – хӗл вăрăма тăсăлать. Ку кун ӗçлеме юрамасть, уйрăмах хирте. Кун 2 сехете чакнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы