Паян çуралакан ача лайăх юрлакан пулать теççӗ
• Пуш уйăхӗн 3-мӗшӗ – Ярила. Таса тӳпере çăлтăрсем тӗксӗммӗн курăнаççӗ – çиллӗ çанталăка; йăлтăртатса çиçеççӗ – сивӗтессе; сахал-тăк – юр çăвасса.
• Пушăн 4-мӗшӗ – Архип тата Филимон. Вăрманта шурă мулкача тӗл пулсан – юр тата та çăвать-ха; сăрă мулкача курни вара ăшăтиччен вăрах кӗтмелле мар. Çак кун мӗн чухлӗ ытларах ырă ӗç тăватăн, ку çул çавăн чухлӗ лайăхрах пурăнатăн.
• Пушăн 5-мӗшӗ – Лев Катанский, Катыш. Каçхине тӳпенелле пăхмалла мар: ӳкекен çăлтăр курсан – ырра мар. Çӗнӗ ӗç пуçламалла мар çак кун, ăнмасть.
• Пуш уйăхӗн 6-мӗшӗ – Тимофей. Ăшă çил вӗрме пуçлать. Çак кун уяр-тăк – çуркунне те лайăх çанталăк пулать. Çуркунне ир килсен кӗркунне те ир пулать.
• Пуш уйăхӗн 7-мӗшӗ – Маврикий. Хура кураксем, шăнкăрчсем тата чӗкеçсем вӗçсе килме пуçлаççӗ. Кайăксем çак кунран маларах вӗçсе килни – çуркунне ир пуласса.
• Пуш уйăхӗн 8-мӗшӗ – Поликарп. Енчен те чакак пӳрт çунатти айне пытанать-тӗк – çил-тăман тухасса. Çак кун эрешмен картине пăсмалла мар, çуртна çухатма пултаратăн.
• Пуш уйăхӗн 9-мӗшӗ – Иван. Сăнанă: енчен те кайăксем ялан хӗвел ӳкекен çӗрте йăва çавăраççӗ – çулла сивӗ пулать. Çак кун аиста е тăрие курни – лайăха. Иван кунӗнче юр çусан – ака уйăхӗнче те çăвать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев