Паян юр çусан кӗçех ăшăтать
• Нарăсăн 24-мӗшӗ – Власий. Юр çусан кӗçех ăшăтать. Йывăçсене пас тытнă-тăк – сивӗсем тата та пулаççӗ-ха.
• Нарăсăн 25-мӗшӗ – Алексей. Тумла пăрӗсем нумай – çулла пахчара çимӗç ăнса пулать. Нарăс вӗçӗнче час-час тӗтреллӗ-тӗк – çулла çумăрлă пулать.
• Нарăсăн 26-мӗшӗ – Степан, Мартын. Çак кун сивӗ-тӗк, çуркунне кая юлса килет, сивӗ пулать. Мӗн чухлӗ сивӗрех, çулла çавăн чухлӗ ăшăрах, типӗрех пулать.
• Нарăсăн 27-мӗшӗ – Кирилл. Ăшă-тăк хаяр сивӗсем тата пулаççӗ-ха. Хирсенче юр нумай-тăк, кӗркунне кӗлетсем тулли пулаççӗ. Çак кун мӗнле – çурла уйăхӗ те çапла пулать.
• Нарăсăн 28-мӗшӗ – Онисим. Çак кун çанталăк мӗнле – кӗркунне те çапла пулать. Хӗвел хӗрелсе ансан – çил-тăмана.
• Пушăн 1-мӗшӗ – Маремьяна. Çил кăнтăртан вӗрсен – çулла çумăрлă, çурçӗртен вӗрсен – сивӗ пулать.
• Пушăн 2-мӗшӗ – Федор. Иртен пуçласа кунӗпе тӗтреллӗ-тӗк – çу уйăхӗнче ăшă пуласса ан кӗт. Вӗçен кайăксем кăнтăртан таврăнма пуçланă – эппин çуркунне ир килет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев