Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Олег Мустаев вилнӗренпе çур çул çитрӗ

Çынсем асăнаççӗ. Хăшӗ - килӗнче, хăшӗ - чиркӳре, теприсем зала пухăнсах.

Ун çинчен тӗрлӗрен калаçакан пур. Çапах «Çак йывăр вăхăтра Мустаев пиртен уйрăлса кайни полк ялавне çухатнипе танах» тенипе чылайăшӗ килӗшеççӗ. 
Эпӗ унпа çывăх тусчӗ тесен – улталанă пулăттăм. Çывăх тус марччӗ. Пӗр-пӗринпе паллашнăранпа тавлашнă та, мирлешнӗ те, тӗрли пулнă. Анчах та пирӗн тӗллевсем пӗр пек пулни пире шав çывăхлататчӗ. Вăл та чăтма пултараймастчӗ чăваш мӗскӗнленнине, вăйсăр пулнине. Халăх имиджӗшӗн пысăк ӗçсем туса тăрăшатчӗ. 
Ырăпа асăнакансем нумай пулнине чӗререн шанас килет. Мустаев пек лидер çитмест чăвашсене.
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

2

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев