Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян пирӗн ентешӗмӗр Николай Угаслов хăйӗн çуралнă кунне палăртать

Николай Угаслов Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çитӗнсен Шупашкара вӗренме кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ. Çак çулсем хушшинче вăл хăйӗн ыр ӗçӗсемпе чăвашсен хушшинче сумлă ят çӗнсе илнӗ. Унăн çынсемшӗн тунă ырă ӗçӗсене шутласа кăларма çук.

Паян, февралӗн 8-мӗшӗнче пирӗн паллă ентешӗмӗрӗн, Чăваш наци конгресӗн экс-президенчӗн, Патшалăх Канашӗн депутачӗн, «Тус» строительство организацийӗн генеральнăй директорӗн, ыркăмăллăхçăн  Николай Угасловăн çуралнă кунӗ. 

Николай Угаслов Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ялӗнче çуралса ӳснӗ. Çитӗнсен Шупашкара вӗренме кайнă та çавăнтах тӗпленнӗ. Çак çулсем хушшинче вăл хăйӗн ыр ӗçӗсемпе чăвашсен хушшинче сумлă ят çӗнсе илнӗ. Унăн çынсемшӗн тунă ырă ӗçӗсене шутласа кăларма çук. Наградисем те пысăк. Анчах вӗсем пирки калаçма юратмасть Николай Федорович, питӗ те сăпайлă çын мӗншӗн тесен. Вăл чăннипех чăваш халăхӗн паттăр та мухтавлă ывăлӗ. Чăваш Еншӗн кăна мар ытти регионсемшӗн те нумай усăллине тунă. Тăван ялӗ пирки каламалли те çук. Ахальтен мар пуль ăна Хулаçырми ялӗн хисеплӗ гражданинӗ ят панă. Çакна Николай Федорович пуринчен малар хурса асăнать. Сăмах май, унăн Раççей Президенчӗн, ТР Раисӗн Тав хучӗсем те пӗрре çеç мар. Вӗсене вăл пурне те тăван шкулне килсе панă, паян вӗсем унта упранаççӗ.  Пӗр вăхăт Чăваш наци конгресӗн президенчӗ пулса чăваш халăхӗн культурин аталанăвӗшӗн, йăла-йӗркесене тата тăван чӗлхене упраса хăварассишӗн питӗ пысăк ӗçсем туса пычӗ, халӗ те ку ӗçрен пăрăнмасть. Пур çӗре те çитме, пулăшу кирлӗ çӗрте хăй енчен пайта кӗртме тăрăшать. 

Николай Федоровича çуралнă кунпа саламласа çирӗп сывлăх, çемьере тату пурнăç, юрату, ӗçре пысăк çитӗнӳсем тума сунатпăр! Малашне тата пысăкрах ӗçсем пурнăçлама Турă сывлăх патăр сире, Николай Федорович!  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество