Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян – Пукрав!

Патраклӑ клубӗнче эпир те Пукрав улахне ирттертӗмӗр. Кашни килекен кукӑль пӗҫерсе килчӗ. Аслисем ачасене алӑ ӗҫӗпе паллаштарчӗҫ: авӑрлама, ҫыхма, кавир тӗртме вĕрентрĕç.

Пукрав кунне чӑвашсем хӗл сивви пуҫланнӑ кун теҫҫӗ. Кӑнтӑрлаччен – кӗркунне, кӑнтарларан вара – хӗлле. Пукрав уявӗн тӗп саманчӗсенчен пӗри – кукӑль пӗҫересси. "Пукрав ӑшшине кукӑль ӑшне хурса хӑвартӑм", – теҫҫӗ кукăль пĕçернĕ чухне ватă çынсем.

Пирӗшти кӑмӑлне ҫемҫетес тесе çак кун икерчӗ те пӗҫернӗ. Пӗрремӗш икерчĕсене  пÿртӗн  кашни кӗтесне хурса тухнӑ. Мӗн чулхӗ  нумайрах икерчĕ пӗҫеретӗн – ҫавӑн чухлĕ ӑнаҫлӑх пулать тенӗ.

Çак йӑласене манас мар, вĕсемпе çамрăк ăрăва паллаштарас тесе Патраклӑ клубӗнче эпир те Пукрав улахне ирттертӗмӗр. Кашни килекен кукӑль пӗҫерсе килчӗ. Аслисем ачасене алӑ ӗҫӗпе паллаштарчӗҫ: авӑрлама, ҫыхма, кавир тӗртме вĕрентрĕç.

Пӗрле хутшӑнса вӑйӑсем вылярӑмӑр. Çавра сӗтел хушшине ларса кукӑльпе чей ӗҫрӗмӗр.

Людмила САВАСТЬЯНОВА.

Элмет районӗ, Патраклă.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2023 – Год национальных культур и традиций в Татарстане