Паян Раççейре сирена сассине илтме пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Паян Раççейре сирена сассине илтме пулать

Октябрӗн 2-мӗшӗнче пӗтӗм Раççейре, çав шутра Тутарстанра та пӗлтерӳ системисен хатӗрлӗхне тӗрӗслессине пӗлтерет Раççей МЧСӗн пресс-служби.

Электросирена тата радиопа телевидени урлă: «Внимание всем! Проводится проверка готовности системы оповещения населения!» – пӗлтерӳ яраççӗ.

 Республикӑра тӗрӗслев 10:40 вӑхӑтран тытăнса 10:43 пулать. Планпа иртекен асӑрхаттару сигналне  илтсессӗн лӑпкӑлӑха ан çухатӑр!

Сăнӳкерчӗк mchs.tatarstan.ru сайтран.


безопасность

Нет комментариев