Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян сивӗ пулсан – тата 40 кун ăшă пулмасть

Çӗртме уйăхӗн 1-мӗшӗ – Иван. Çӗртме уйăхӗн малтанхи кунӗсем çумăрлă-тăк – çулла шăрăх та типӗ пулать. Енчен те çак кун сивӗ пулсан – тата 40 кун ăшă пулмасть.

Çӗртме уйăхӗн 2-мӗшӗ – Тимофей. Çак кун çумăр çусан раштав уйăхӗнче юр нумай çăвать.

Çӗртме уйăхӗн 3-мӗшӗ – Олена, Константин. Аслати авăтса çумăр çăвать-тӗк – кӗркунне те вăйлă çил вӗрсе çумăрсем пулаççӗ. Ку кун пăр çусан – декабрӗн 3-мӗшӗнче юр çăвать. 

Çӗртме уйăхӗн 4-мӗшӗ – Василиск, шăпчăк кунӗ. Çак кун ирпе вăйлă сывлăм ӳкнӗ-тӗк – тухăçлă çул пулать. Час-час тӗтреллӗ – кăмпа ăнса çитӗнет. Кайăксем савăнса кайса юрлаççӗ – çанталăк аван тăрасса. 

Çӗртме уйăхӗн 5-мӗшӗ – Леонтий. Çак кун кукăркут (овод) йышлă-тăк – кăçал тухăç ăнса пулать. Кăткă тӗми тавра кăткăсем нумай – çанталăк аван тăрӗ.

Çӗртме уйăхӗн 6-мӗшӗ – Симеон. Çумăр çусан кăмпа ăнса çитӗнет. Шăлан (шиповник) çак кун яланхинчен ытларах шăршă сарать-тӗк – çумăр кӗт.

Çӗртме уйăхӗн 7-мӗшӗ – Иван. Çак кунтан пахчаçăсем ӳсекен пахча çимӗçсене каçсерен лайăх хуплама тăрăшаççӗ – ӳсен-тăрана сиенлетекен çăнăхлă сывлăм ӳкме пуçлать. Шапасем кваклатмаççӗ-тӗк – сивӗтессе.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы