Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян тултан чӳрече витӗр пӳртелле пăхма хушмаççӗ

Пуш уйăхӗн 10-мӗшӗ – Тарас. Хура кураксем вӗçсе килсе йăва çавăрма пуçланă-тăк – кӗçех çанталăк лайăхланать. Юр çăвать-тӗк – Мăнкун эрни сивӗ пулать.

• Пушăн 11-мӗшӗ – Порфирий. Енчен те вӗсем кăнтăртан таврăннă – тыр-пул ăнса пулать. Каçхи тӳпе таса, çăлтăрлă – çулла шăрăх та аслатиллӗ пулать.
• Пушăн 12-мӗшӗ – Прокоп. Хресченсем кăчкăллă хăвана сăнаççӗ: енчен те унăн кăчкисем тăрринче çурăлма пуçлаççӗ – акана иртерех тухма юрать. Çак кун çумăр çусан – çулла çумăрлă пулать. 
• Пушăн 13-мӗшӗ – Василий. Пӳрт-хуралтă тăррисенче юр ирӗлсе тумлама пуçлать. Çумăр çуни аван паллă – çулла савăнтарать. 
• Пушăн 14-мӗшӗ – Евдокия, Авдотья. Çак кун тӗлне чӗрчунсенчен нумайăшӗ хӗл ыйхинчен вăранать. Юр ирӗлтерсе тунă шыв ку кун уйрăмах сиплӗ теççӗ. Кунӗ уяр-тăк – çулла та уяр çанталăкпа савăнтарӗ. Çак кун туяннă япала вăраха чăтмасть тет.
• Пушăн 15-мӗшӗ – Федот. Çак кун ăшă çил вӗрсен çулла ăшă пулать. Çумăр çăвать – çулла йӗпе-сапаллă çанталăк тарăхтарӗ. Енчен те шартлама сивӗ-тӗк – утăçире типӗ пуласса ан кӗт.
• Пушăн 16-мӗшӗ – Евтропий. Упа хӗл ыйхинчен вăранать. Енчен те хӗвел пӗлӗт «ăшне» анать-тӗк, тепӗр кун ăмăр çанталăк пулать. Çак кун вăрçăнма, çын пирки усал сăмах калама юрамасть. 
 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы